Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш субботнике тухрĕç

10 апреля 2021 г.

Çуркунне çитрĕ, хĕвеллĕ кунсем те ытларах. Юр ирĕлнĕ çемĕн çÿп-çап куç умне туха пуçларĕ. Ял таврашне тирпей-илем кĕртес тĕллевпе чăнкассисем пĕрремĕш субботнике тухрĕç.

Пархатарлă ĕçе ял хутлăхĕн администрацийĕн тата Культура çурчĕн ĕçченĕсем, библиотекарь хастар хутшăнчĕç. Лайăх çанталăк вĕсене ĕçлеме хавхалантарса тăчĕ: кăмăлпах тăрăшрĕç, палăртнă лапама кивĕ çулçăсенчен тата ытти çÿп-çапран тасатрĕç. Ялти активлă çынсем те вĕсенчен юлмарĕç, хăйсен тÿпине хыврĕç. «Ял таврашĕ – пирĕн кил, унта вара яланах таса пулмалла», - терĕç вĕсем.

Хамăр пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес ĕçе малашне те ирттерĕпĕр. Анчах та асăрхаттарса хăварас килет: пĕрре-иккĕ тухса пуçтранипе тасалăха тытса тăма йывăр, çÿп-çапа тата ытти япаласене ăçта кирлĕ унта пăрахмалла мар. Çавăн чухне çеç пирĕн тавра тасалăхпа илем хуçаланĕç.

Н. ТИТОВА.

Юрлаççĕ те ташлаççĕ, пурнăçа юратаççĕ

Ытларикун Сĕнтĕрвăрринчи Культурăпа туризм çуртĕнче «Чун юрланă чух» республика конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Халăх пултарулăхĕн конкурсне Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхĕн Çулталăкне халалланă. Ăна «Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ» организацийĕн вырăнти уйрăмĕн пуçарăвĕпе ирттернĕ.

Фестиваль «Пурнăç, эпĕ сана юрататăп!» юрăна 200 çын ытла юрланинчен пуçланчĕ. Пухăннисене культурăпа социаллă аталану пайĕн начальникĕ Елизавета Матюшова, РФ Пенси фончĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи клиент службин пайĕн начальникĕ Алена Беркутова, пенсионерсен пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Роза Ракова саламларĕç.

Аслă ăрури вырăнти артистсем тĕрлĕ номинацире тупăшрĕç. «Хор ушкăнĕсем» номинацире районти чăваш юррин халăх хорĕ тата Муравьев ячĕллĕ вырăс халăх хорĕ хăйсен программисемпе паллаштарчĕç. «Соло» номинацире 14 çын пултарулăхне палăртрĕç. Вĕсен репертуарĕнче лирикăллă юрăсем янăрарĕç. Конкурса хутшăнакансем уйрăмах «Художество вулавĕ» номинацире палăрчĕç. Кунта авторсен сăввисемпе прозисем кăна мар, хăйсен пултарулăхĕн произведенийĕсем те янăрарĕç. Шуршăлти Валентина Николаева шÿтлĕ калав хайланă. Шĕнерпуçĕн-чи Ольга Сафонова (Шинерпи) хайлавĕсем, Ÿплерти Галина Трифонова, Кайри Шĕнерпуçĕнчи Эльвира Николаева çырнă сăвăсем куракансене тыткăнларĕç.

«Ансамбльсем» номинацире Шĕнерпуç, Кукашни, Ăстакасси, Ÿплер, Кĕчкей, Нарат Чакки ялĕсенчи ансамбльсем пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех историллĕ вăхăта халалланă юрăсен ярăмĕсем Хуракассинчи вăтам пĕлÿ паракан шкул коллективĕн «Гармония», Шуршăлти культура çурчĕ çумĕнчи «Çутă çăл» ансамблĕсен, районти Культурăпа туризм çурчĕ çумĕнчи чăваш халăх хорĕн репертуарĕсенче янăрарĕç.

Ташă ăстисем хушшинче Шĕнерпуçĕнчи Татьяна Егоровăпа Шуршăлти Николай Семенова çитекенни пулмарĕ. Тĕрлĕ инструментсемпе калакансен конкурсĕнче Октябрьски тăрăхĕнчи Федор Антоновпа Иван Андреев, Шуршăл ял хутлăхĕнчен çитнĕ Ирина Ильина купăсçăсем тĕлĕнтерчĕç. Кукашни ял хутлăхĕнчи «Яра пар» ансамбль халăх инструменчĕсемпе тĕрлĕ кĕвĕсем выляса ăсталăхĕне палăртрĕ. Художество пултарулăхĕнче тĕрлĕ çулхи пенсионерсем хутшăнни аван.

Умра - конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрĕ. Унта хутшăнакансене çĕнĕ çĕнтерÿсем сунатпăр!

 

А. МАКСИМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика