Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр тăрăхсене илемлĕрех тăвар

03 апреля 2021 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацин «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проектне пурнăçлас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне ирттерчĕ. Проект шайĕнче 2021 çулта 338,7 млн общество хутлăхне тата 10 картиш территорине тирпейилем кĕртмешкĕн 338,7 млн тенкĕ яма палăртнă. Муниципалитетсенче территорисене тирпей-илем кĕртес ĕç ака уйăхĕн вĕçĕнче пуçланать.

Картиш территорийĕсене тата тротуарсене тирпей-илем кĕртес енĕпе мероприятисене пурнăçлама кăçал республика бюджетĕнче 1 миллиард тенкĕ виçепе пăхса хăварнă. Халĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем подрядлă организацисене суйласа илмелли аукционсене пĕлтермешкĕн конкурс докуменчĕсем хатĕрлеççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе контрактсене çĕртмен 1-мĕшĕччен йышăнĕç.

Ларура 2022 çулта тирпей-илем кĕртмелли обществăлла территорисене суйласа илмелли рейтинг сасăлавĕ ирттерессине те сÿтсе яврĕç. Хула хутлăхне аталантармалли ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнакан граждансен тÿпи 2021 çулта Раççейре 15 процент пулмалла. Çак тĕллевсем валли Раççей строительство министерстви «Регион Диалогĕ» организаципе пĕрле каялла çыхăну платформи туса хатĕрленĕ, унта регионсемпе хула влаç органĕсен территорисене тирпей-илем кĕртмелли ппланĕсемпе паллашма пулать.

«Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен иртекен сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, эпир 2022 çулта тирпей – илем кĕртме сĕнекен территорисен адрес переченьне йĕркелетпĕр, вара вĕсем тăрăх ĕçе пуçăнатпăр», - тенĕ Павел Данилов. Онлайн-сасăлава Чăваш Енĕн 25 муниципалитечĕ хутшăнĕ тесе хушса хунă вăл.

Онлайн-сасăлав ирттерес ĕçре пулăшу пама хатĕрри çинчен Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерствин нумай функциллĕ центрĕн ертÿçин ĕçĕсене пурнăçлакан М. Анисимов пĕлтернĕ. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен порталĕ патне тÿлевсĕр кĕме май пуррине тата хăйсем тĕллĕн сасăлама пултарнине çирĕплетнĕ вăл.

Асăннă ĕçре волонтерсен юхăмĕ пысăк вырăн йышăнать. Вĕсем урлă платформа çинче регистрациленме тата телефон номерĕпе кăна сасăлама пулать.

Олег Николаев муниципалитетсен пуçлăхĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе ыйтусене май килнĕ таран халăхпа сÿтсе явма хушрĕ, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илме сĕнчĕ.

 

ЧРПА пресс-служби.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика