Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен XIV Николаев вулавĕсем иртрĕç

03 апреля 2021 г.

Иртнĕ ытларикун Чăваш Енре «Авангард» центр йĕркеленипе Николаев вулавĕсем иртрĕç. Кăçал вулав çамрăк космонавтсене Шупашкарти 10-мĕш номерлĕ шкула пуçтарчĕ.

Унта пурĕ ултă секци ĕçлерĕ. Эпĕ иккĕмĕш секцине хутшăнма кăмăл турăм. Валентина Терешкова çинчен презентаци хатĕрлерĕм, çамрăк космонавтсем валли вара кăсăклă ыйту-вăйă тупрăм. Презентацие хÿтĕлес умĕн эпĕ кăштах хумхантăм пулин те пурне те килĕшмелле каласа патăм. Кĕскен сире те, хаçат вулакансем унпа паллаштарам. Валентина ВладимировнаТерешкова пирĕн пекех ялта çуралса ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтерсенех хĕрупраç ĕçлеме пуçланă, çав вăхăтрах вĕреннĕ те. Ярославль хулинчи аэроклубра парашютпа сикме вĕреннĕ. Вăл 90 хута яхăн парашютпа сикнĕ. Çакна пула С. Королев суйлакан ушкăна та лекме пултарнă, 1963 çулта космоса вĕçнĕ. Паянхи куна çити Валентина Владимировна тĕнче уçлăхĕнче пĕччен пулма пултарнă пĕртен-пĕр хĕрарăм. Вăл çĕр чăмăрĕ тавра 48 хут вĕçсе çаврăннă. Паттăр та пултаруллă Валентина Терешкова космонавт маншăн тĕслĕх пулса тăрать. XX ĕмĕрте Марс планетăна марсоходсем тĕпчерĕç, XXI ĕмĕрте вара космонавтсем вĕçсе кайма шутлаççĕ, апла пулсан вĕсен шутне эпир те кĕме пултарăпăр.

Юлашкинчен жюри вулав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Малтан пурне те хутшăннăшăн сертификатсем пачĕç, унтан çĕнтерÿçĕсемпе призерсен ячĕсене каларĕç. Эпĕ виççĕмĕш вырăн йышăннине пĕлсен питĕ савăнтăм. Малалла та конкурссене тăрăшса хатĕрленĕп.

 

Н. САРБАЕВА,

Хуракасси шкулĕнче вĕренекен.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика