Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăр çынсене ĕçе вырнаçма майсем туса парĕç

03 апреля 2021 г.

Чир-чĕр хăш вăхăтра çынна авса-хуçса хума пултарасса никам та пĕлмест, шутламасть, кĕтмест те. Инкеке лекнисем вара чирпе кĕрешеççĕ, малалла пурăнма хевте çитереççĕ, ĕçлеççĕ, вĕсем ыттисенчен кая маррине ĕнентереççĕ. Çапах та ĕçе вырнаçасси ку ушкăнри çынсемшĕн йывăрлăх кăларса тăратать. Сусăр çынсене патшалăх пăрахмасть, пур енлĕн пулăшса тăрать, ĕçе вырнаçтарассине те пысăк тимлĕх уйăрать.

Чăваш Патшалăх Канашĕнче сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва пăхса тухнă. Социаллă полтитикăпа тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов патне «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» Чăваш Республикинчи организацийĕн представителĕ Маргарита Кузьминых ыйтупа тухнă.

Çавна май виçĕмкун Ĕç министерствин представителĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Канашлу вăхăтĕнче вĕсем республикăра инвалидсене ĕçе вырнаçтарас майсене анлăлатссин пуласлăхне сÿтсе явнă.

Маргарита Кузьминых каланă тăрăх, регионти инвалидсен организацийĕ Хăй вăйĕпе 63 предприяти йĕркеленĕ пулнă. Унта 600 ытла çынна ĕçе вырнаçтарнă, вĕсенчен 50 проценчĕ – инвалидсем. 2002 çултан предприятисене пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра икĕ предприяти ĕçлет, «Катрин» тулли мар яваплă обществăна вара инвалид çын ертсе пырать.

Инвалидсен обществин регионти организацийĕ сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарма вырăнсем уйăрса хăварма предприятисемпе, организацисемпе килĕшÿ тума сĕннĕ. Ăна Ĕç министрествипе пĕрле пăхса тухма калаçса татăлнă.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика