Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавтика кунне уявлассине сÿтсе яврĕç

03 апреля 2021 г.

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Светлана Арсентьева районта Космонавтика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттерчĕ.

 Культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова ларăва хутшăннисене палăртса хунă мероприятисен проекчĕ-пе паллаштарчĕ. Планпа палăртнă тăрăх, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче А.Г. Николаев СССР летчик-космонавтăн мемориал комплексĕнче митинг иртĕ. Çавăн пекех çамрăк космонавтсен отрячĕсен слечĕ, Юрий Гагарин пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ кунăн кăтартăвĕ, радиоçыхăну сеансĕ, документлă фильмсем кăтартасси пулĕ, шкул ачисемпе тĕлпулусем, космонавтика музейĕнче экскурсисем иртĕç çав кун Шуршăлта. Ларура асăннă мероприятисемшĕн яваплă çынсене палăртса хăварнă.

Светлана Витальевна мĕнпур мероприятие Роспотребнадзор сĕнĕвĕсемпе килĕшÿллĕн ирттермеллине аса илтерчĕ.

 

А. МАКСИМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика