Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç патне вунă пин утăм тăвар

03 апреля 2021 г.

Ыран районта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕн йĕркипе «10 000 утăм пурнăç патне» Пĕтĕм Раççейри акци иртет.

Унăн тĕллевĕ сывă пурнăç йĕркине суйласа илме тата тытса пыма ытларах çынна явăçтарасси, «Обществăлла сывлăха çирĕплетесси» федераци проектне пурнăçа кĕртесси, физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен йышне ÿстересси.

Ыран пирĕн район та асăннă акцие хутшăнать. Физкультурăпа спорта юратакансене тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене районти Культура лапамĕнче кĕтеççĕ. Старт 11 сехетре пулать.

«Акцие кирек хăш ÿсĕмри çын та хутшăнма пултарать – ачаран пуçласа ватăсем таранах. Ачасем ахаль те спортпа туслă, тĕрлĕ секцисене çÿреççĕ, çавăнпа та эпир ку мероприятире ытларах аслă ăру çыннисене курасшăн. Пĕр çынна тÿрех вунă пин утăм тума йывăр, уйрăмах аслисене, çавăнпа çакнашкал мелпе ирттерĕпĕр: пĕри пуçласа парать, унтан тепри малалла утать. Палăртса хăварас килет, юлашки вăхăтра аслă ăрăва ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Вĕсене ГТО нормативĕсене те пурнăçлама хавхалантаратпăр, сĕнетпĕр. Çав тĕллевпех «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче вĕсене вĕрентме инструктор тытасшăн. Аслисем те хăйсен сывлăхне çирĕплетчĕр, ра-йон шайĕнче иртекен спорт мероприятийĕсене хутшăнма пултарччăр», - пĕлтерчĕ культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова.

Вăй-хал пуррисем вара ыран вунă пин утăмлă çула парăнтарма пултараççĕ. Çавăн пекех акци районти пур ял хутлăхĕсенче те иртет.

 

Н. СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика