Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн призерĕсем

27 марта 2021 г.

Çулсеренех Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль йĕркелет. Ун тĕллевĕ – шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртасси.

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика шайĕнчи тапхăрĕ нумаях пулмасть иртрĕ. Унта муниципалитет шайĕнче мала тухнă пуçламăш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Тутар республикинчен, Самар тата Ульяновск облаçĕсенчи хастарсем те хутшăнчĕç.

Жюри пайташĕсем фестивалĕн «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши» номинацийĕсенче пурĕ 54 çĕнтерÿçĕпе призера палăртрĕç.

Çак шайри конкурса хутшăнма Хуракасси шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсем те тивĕçрĕç. Вĕсем «Чăваш вăййи» тата «Сăмах илемĕ» номинацисенче «Кăшманла» вăйăпа «Чуста çăрни» юмах кăтартса призерсем пулса тăчĕç. Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсемпе (видеосюжетсемпе) «Наци вĕренĕвĕ» баннерта «Туслăх хĕлхемĕ» папкăра паллашма пулать.

Фестивалĕн çĕнтерÿçисене, 2-4 классенчи ачасен ушкăнне тата вĕсене хатĕрленĕ Н.В. Егорова, С.Н. Гаврилова, А.В. Бакина, Л.А. Журавлева педагогсене тав тăватпăр, ăнăçупа хастарлăх сунатпăр.

Пуçламăш классенче вĕрентекенсем.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика