Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслевре - çураки ĕçĕсем

27 марта 2021 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессине сÿтсе явнă.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçал çураки ĕçĕсен пуçламăшĕ пĕлтĕрхинчен чылай каярах пулассине палăртрĕ.

Çуракине 290 пин гектар ытла акма палăртнă, пĕтĕм ака лаптăкĕ 550 пин гектар ытла. Вăл шутра йăлана кĕнĕ пекех 50 процентран ытла тырă тата тĕштырă культурисем йышăнаççĕ. Техника культурисен тÿпи 5,1* апат культурисен – 37 процентпа танлашать. Çĕрулмин – 3,6, пахчаçимĕçĕн – 0,7 процентпа. Кĕрхи тырă-пулă культурисен лару-тăрăвĕ хальхи вăхăтра хăрушлăх çуратмасть. Калчасене çуркунне апатлантарасси - ку тапхăрта тĕп тĕллев. Минерал удобренийĕсем сезонлă уй-хир ĕçĕсене ирттерме 19 пин тонна ытла кирлĕ, вĕсенчен 14,2 пин тонна - çуркунне. Паян республикăри хуçалăхсем 13,2 пин тонна минераллă удобрени туяннă, ку вăл пĕтĕмĕшле кирлинчен 69 процент е çураки ирттерме кирлинчен 93 процент.

Пирĕн районти ял хуçалăх огранизацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен акмалли пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 15195,6 гектарпа танлашать, çав шутра тырă культурисем – 9670,2 гектар, çĕрулми – 79, пахча-çимĕç - 14 гектарпа тан.

О. ОЛИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика