Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене - çĕр лаптăкĕсем

27 марта 2021 г.

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «РФ ÇУРЧĔ» АО пуçлăхĕпе Виталий Муткопа тĕл пулнă.

Енсем граждансен уйрăм категорийĕсем валли çăмăллăхлă ипотека программин ĕçне хута яма май пуррине сÿтсе яврĕç. Çак программăн бюджетне 2024 çулччен çур миллиард тенкĕ таран тума май пур.

Виталий Мутко Чăваш Республики проект валли укçа-тенкĕ уйăрас енĕпе лайăх хăвăртлăхсем кăтартнине палăртрĕ. «РФ ÇУРЧĔ» АО пулăшнипе региона федерацин 110 гектар çĕрне панă, вĕсенчен 44,6 гектар - нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем пама. Регион ку çĕрсемпе усă курассипе хастар ĕçленĕ – 230 лаптăк хатĕрлесе çитернĕ. Унта электричествăпа тивĕçтерекен сете туса лартнă, подстанцисене вырнаçтарнă, газпа тивĕçтерес ĕç пурнăçланать. Инфратытăма аталантарас ĕçе вĕçленĕ хыççăн виçĕ тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене парĕç.

ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика