Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслисем ялан малта

27 марта 2021 г.

Октябрьски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Кураков «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх ертÿçипе С. Мастьяновпа, ял тăрăхĕнчи ветерансемпе çамрăксен представителĕсемпе хальхи хоккей коробки тăвас ыйтăв сÿтсе явма тĕл пулчĕ.

Владимир Федотович палăртнă тăрăх, асăннă проекта ял территорийĕсене комплекслăн аталантармалли шайра пурнăçлĕç. Тĕлпулăва хутшăнакансем спорт объекчĕн проекчĕпе паллашрĕç.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче хоккей коробкине йĕркелес шухăш шкул ачисен пушă вăхăтне усăллă йĕркелессипе çыхăнтарнă. Унччен ку шухăша Н. Васильев, Ю. Далызин, А. Егоров, А. Васильев уçса каланаччĕ. Вĕсем хоккей площадки пулмалли вырăна, унăн виçине палăртнă.

Ку лапам чăн-чăн сывлăх территорийĕ пулса тăрĕ. Кунта хĕллехи вăхăтра çамрăксен тата аслисен хушшинче хоккейла выляссипе турнирсем ирттерме, конькипе ярăнма, çулла ытти тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеме майлă пулĕ. Октябрьски салинче пурăнакансем хăйсен йышăнăвĕпе ялан спортпа туслă пулнине тĕпĕр хут çирĕплетрĕç.

 

Л. ДАЛЫЗИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика