Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿпе те, ăсталăхпа та палăрчĕç

27 марта 2021 г.

Çамрăк ăрушăн компьютерпа тĕрлĕ программăсенче ĕçлесси çăмăл шутланать пулсан, аслăрах ăрури çынсемшĕн ку - чăн-чăн тĕрĕслев. Юнкун Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕнче районти пенсионерсен хушшинче компьютер чемпионачĕ иртрĕ.

Мероприяти тĕллевĕ - компьютер технологийĕсене алла илмелли майсене анлăлатасси: Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн порталĕ тата «Интернет» информаципе телекоммуникаци сечĕ урлă патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне илмелли майсене тĕпчесси, çамрăксемпе аслă ăру хушшинчи пĕрлехи ĕç-хĕлĕпе информаци технологийĕсен сферинчи хутшăнăвĕсене аталантарасси, дистанци форматĕнче компьютерпа ĕçлеме хăнăхасси тата ытти те.

Ăмăртăва 12 çын – 9 ял тăрăхĕн представителĕсем хутшăннă. Вĕсенчен нума-йăшĕ хальхи технологисен вăрттăнлăхĕсемпе нумаях пулмасть паллашнă. Компьютер ăмăртăвĕ кăçал Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене чавни 80 çул çитнине халалланă. Çавна май конкурс килти ĕçрен – ку пулăма халалланă презентацисенчен пуçланчĕ. Хăйсен ĕçĕнче конкурса хутшăнакансем çывăх çыннисем, хурăнташĕсем, кÿршисем каласа панисене тĕпе хунă. Олимпиада Алексеева хăйсен тăрăхĕнче упранса юлнă хÿтĕлев йĕрĕсене тĕпчени, Кĕчкей ялĕнчи ватăсен аса илĕвĕсене пухса «Сурский рубеж»сайта вырнаçтарни çинчен каласа пачĕ. Борис Гурьевич Марков каласа пани пурин чĕрине те пырса тиврĕ. Вăл çар академийĕнче вĕреннĕ вăхăтра амăшĕ хÿтĕлев чиккисене хăпартни çинчен каланине асра тытса хăй те окоп чавни çинчен каларĕ. «Эпир вĕренÿ хыççăн ăшă пÿлĕмсене кайнă пулсан, аннен вара кунĕпе ĕçлесен киле пырсан хăйĕнех вутă хутса çурта ăшăтмалла, апат пĕçермелле пулнă. Çав тери нумай тÿснĕ ку ĕçе хутшăннисем, тайма пуç вĕсене»,- терĕ вăл хăйĕн презентаципе паллаштарса.

Компьютер ăмăртăвне хутшăнакансене район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Павел Гаврилов тата район администрацийĕн йĕркелÿ пайĕн ертÿçи Любовь Хлебнова саламларĕç. Вĕсем районти культурăпа спорт пурнăçĕн че хастар хутшăннăшăн пухăннисене тав турĕç, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç, малашне те çаплах хастар пуласса шаннине пĕлтерчĕç.

Малалла хутшăнакансем компьютерсем хушшине ларса филиал преподавателĕ Татьяна Ниловна Самылова хатĕрленĕ кăткăс заданисене пурнăçларĕç.

Пĕтĕмлетÿ тунă май, вырăнти уйрăм ертÿçи Роза Николаевна Ракова хутшăнакансен çулсерен ÿссе пыракан хастарлăхне палăртса хăварчĕ. Ăмăртура 3-мĕш вырăна Васильева Алевтина Ивановна (Кукашни ял хутлăхĕ) тата Татьяна Михайловна Исаева (Аксарин ял хутлăхĕ) пĕр-пĕринпе пайланă. 2-мĕш вырăнта Хуракассинчи Татьяна Владиславовна Михайлова пулчĕ. 1-мĕш вырăна пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕ Олимпиада Васильевна Алексеева (Карапаш ял хутлăхĕ) йышăнчĕ. Унăн республика тапхăрĕнче район чысне хÿтĕлемелле пулĕ.

О. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика