Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăллă кану каçĕ иртрĕ

20 марта 2021 г.

Культура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ ял халăхне тĕрлĕ мероприятисене явăçтарасси,вĕсен пултарулăхне палăртса малалла аталантарасси.

Ман сăмахăм шăпах хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, халăхпа ялан пĕр чĕлхе тупма пултаракан çын çинчен. Людмила Данькова Нарат Чакки ялĕнчи Культура çуртĕнче 1982 çултанпа ĕçлет. Ял хутлăхĕнче, районта тата республикăра иртекен мероприятисене пĕтĕм ял халăхне хастар явăçтарать Людмила Геннадьевна, халăх ыйтакан уявсем йĕркелесе ирттерет. 2017 çулта вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Нумаях пулмасть Нарат Чаккинче «Чи пултаруллă асанне-кукамай» конкурс иртрĕ. Чи малтанах пухăннисене Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова саламларĕ, халăхпа пĕрле пурнăçлама палăртса хунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, конкурса хутшăнма кăмăл тунисене ăнăçу сунчĕ. Уяв каçĕнче Хуракасси хутлăхĕнчи тĕрлĕ ялсенчен килнĕ маттур хĕрарăмсем хăйсемпе паллаштарчĕç, ăмăртусенче хутшăнса пултарулăхне кăтартрĕç.

Жюрире арçынсем пулчĕç, вĕсем конкурса çапла пĕтĕмлетрĕç: «Чи сăпайли» - Нарат Чаккинчи Валентина Васильева, «Чи пултарулли» - Хуракассинчи Венера Куракова, «Чи хавасли» - Ваçликассинчи Ольга Кудряшова, «Чи кăмăлли» - Ваçликассинчи Галина Кольцова, «Чи хастарри» - Вăта Пукашри Галина Меркурова, «Чи хăюлли» - Ваçликассинчи Светлана Андреева. Яланах маттур пулăр!

 

В. ИЛЬИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика