Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа тĕл пулчĕç, чылай ыйтăва сÿтсе яврĕç

20 марта 2021 г.

Çак эрнере тăватă ялта – Кукашнире, Урхас Кушкăра, Сĕнтĕрпуçĕнче, Карапашра - отчетлă пухусем иртрĕç. Вĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн активлă хутшăнчĕ, халăхпа тĕлпулса хумхантаракан ыйтусене пăхса тухрĕ.

Ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем Светлана Емельянова, Владимир Орлов, Виталий Иванов тата Ольга Мартьянова иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсене тишкерчĕç, çитменлĕхсене палăртса хăварчĕç, умра тăракан тĕллевсене уçса пачĕç. Ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем депутатсене, ял старостисене тата халăха пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕç. Малашне те пĕр шухăшлă пулса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕç. Хутлăхсенчен суйланнă район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Николай Борисов, Александр Краснов, Анатолий Афанасьев, Владислав Самойлов, Павел Гаврилов пĕлтĕр тунă паллăрах ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсем çинче чарăнчĕç.

Асăннă ялсенче район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, организаципе учрежденисен ертÿçисем пухăннисене отрасльсен аталанăвĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Сăмахран, Сĕнтĕрпуçĕнчи пухура Пенси фончĕн пирĕн районти клиент службин ертÿçи Алена Беркутова пенси пысăкрах пултăр тесен, пĕр-пĕр çăмăллăхпа усă курас тесен çынсен мĕнле утăмсем тумаллине, XXI ĕмĕрĕн ырлăхĕсемпе еплерех усă курма пулнине уçăмлатрĕ. Кирлĕ ыйтăва килтен тухмасăрах, телефонпа шăнкăравласах татса пама май пуррине пĕлтерчĕ.

Пушарта е банк карттипе улталанса шар курнă тĕслĕх-сем, шел те, йышлансах пыраççĕ. ВДПО пуçлăхĕ В. Семенов тата районти тĕрĕслевпе профилактика енĕпе ĕçлекен пайĕн аслă инспекторĕ Дмитрий Сорвин пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне хускатрĕç. Халăхра пулса иртнĕ синкерлĕ тĕслĕхсен сăлтавĕсене уçса пачĕç, çынсене тимлĕрех пулма сĕнчĕç. Денис Петров участковый банк карттисемпе асăрхануллă пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Картта номерне никама та пĕлтермелле маррине, пĕлмен çынсенчен килекен шăнкăравсем çине хурав пама е укçа куçарса пама юраманнине хытарсах каларĕ. «Ун пек самантсем пулсан хам пата малтан шăнкăравлăр. Ман телефон номерĕ кашни ял лавккинчи стенд çинче пур», - терĕ вăл инкеке лекесрен хăтăлма шанăç парса.

Ялсенче туса ирттернĕ ĕçсем сахал мар, паллах, анчах та тума палăртни, алă çитменни те чылай. Ахальтен мар пухăннисем нумай ыйту хускатрĕç. Тăватă ял хутлăхĕн-че те чи анлă сарăлнă ыйтусен шутĕнче çулсене юсасси, шыв башнисене йĕркене кĕртесси пулчĕ. Унсăр пуçне Урхас Кушкăсем пилорама çывăхĕнчи кивĕ çăла юсаса халăха усă курмалла тăвасшăн. Ялта çамрăк специалистсем çукки те хумхантарать халăха. Хулана кайса килме çăмăлрах пултăр тесе Сĕнтĕрвăрри - Хуракасси автобус маршрутне те тепĕр хут уçасшăн вĕсем, Караньялĕнче вара çĕнĕ клуб хăпартасшăн. Маклашкисем те юсаса çĕнетнĕ культура вучахĕнче канма ĕмĕтленеççĕ. Малти Чиперуйĕнчи клуба юсаса çĕнетнĕ ĕнтĕ, газ та кĕртнĕ, анчах хальлĕхе унта ăшă çук-ха. Сĕнтĕрпуçсем килĕсене пысăк хăвăртлăхлă интернет кĕртесшĕн. Çăва патне илсе каякан икĕ çухрăм ытла тăршшĕ çула юртан тасатса тăрасси те çивĕч ыйту ку ял çыннисемшĕн. Турханкассисем çутă юписем çинчи çунман лампăсене улăштарасшăн. Сĕнтĕрпуçĕнчи пухăва пуçтарăннисем пурте пĕр каварлă пулса район Пухăвĕн депутатне Анатолий Афанасьева тава тивĕçлĕ ят пама республикăна хут тăратама сĕнчĕç. Карапашсем пушар хуралĕн çуртне ăшă кĕртесшĕн. Вăрман Пилемĕчпе Карапаш шушшинчи кĕпере те çĕнĕрен юсамалла.

Ертÿçĕсем кашни ыйту çинех тивĕçлĕ хуравсем пачĕç. «Пĕрле, килĕштерсе ĕçлесен кăна çитĕнÿсем тума пултаратпăр. Пĕр-пĕрне пулăшса пырса малаллах ăнтăласчĕ, умри тĕллевсем патне утасчĕ», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев пухăва пĕтĕмлетнĕ май.

 Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика