Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланлăхах пăрле

20 марта 2021 г.

Пуш уйăхĕн 18-мĕшăнче, Крымпа Раççей пĕрлешнĕ кун, çĕршывăн пур регионĕнче те «Крымри çуркунне» ятпа йĕркеленĕ мероприятисем иртрĕç.

Хуракассинчи культура ĕçченĕсем фоточелленджа хутшăнчĕç. Вĕсем ялти шкулти 9-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле йĕлтĕр ăмăртăвĕ йĕркеленĕ. Ял вулавăшĕнче истори сехечĕ ирттернĕ.

Кĕçĕн Ăстакасси клубĕнче «Раççей тата Крым – пĕрлешнĕ шăпа» историллĕ экскурс хатĕрленĕ. Мероприятие «Яланлăхах» слайд-презентаци, çавăн пекех видеоролик курнипе пĕтĕмлетнĕ.

Хула библиотекинче «Крым – Раççей» информаци сехечĕ иртнĕ. Ачасем авалхи вăхăтран пуçласа паянхи кунчченех Крым çинчен калакан информацие интересленсе итленĕ. Çавăн пекех кĕнеке куравĕпе паллашнă.

Октябрьскинчи ял библиотеки вулакансем валли информаци сехечĕ ирттернĕ. Унта Крым культурипе историйĕ çинчен «Крым тăрăх çулçÿрев» видео кăтартăвĕпе паллашнă, викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Шĕнерпуç ялĕнче спорт эстафети иртнĕ. Шкул ачисем хăйсен хăвăртлăхне, вăйне палăртнă, ăмăртусене çĕкленÿллĕ кăмăлпа хутшăннă. Крымпа Раççей хушшинчи туслăха кăтартса ÿкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ. Районти ытти вулавăшсемпе культура çурчĕсенче те ку уявăн пĕлтерĕшне палăртса хăваракан мероприятисем иртнĕ.

Ю.А. Зайцев ячĕллĕ художествă галерейинче Н.В. Овчинников ÿкернĕ «Тинĕс чĕннипе» картина упранать. Ăна автор Çеçпĕл Мишшин «Тинĕс» сăввин йĕркисемпе хавхаланса ÿкернĕ. Ку сăвва çырнă вăхăтра Çеçпĕл Мишши Крымра сипленнĕ.

О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика