Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕнче – асамлăхпа илем

20 марта 2021 г.

Çичĕпÿрт ялĕнче пурăнакан Нина Ильинична АФАНАСЬЕВА юртан тĕрлĕ кĕлеткесем тума ăста. Çулсерен пуян чунлă хĕрарăм ял халăхне ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет, савăнтарать.

Кăçал та вăл тăрăшнипе ку çулăн символĕ Вăкăр, Упа-утаманăн çемйи тата Хĕл Мучи ялти Культура çурчĕ умне килсе вырнаçрĕç. Çак асамлăхпа илемлĕх пире Çĕнĕ çулхи «Сурхурхи ялтăравĕ» район конкурсĕнче «Вăкăр çулне кĕтсе илетпĕр» номинацире çĕнтерме пулăшрĕç. Кĕлеткесем умĕнче аслисем те, ачасем те хавас-пах сăн ÿкерттерчĕç. Унăн ĕçĕ ял халăхне, хăнасене килĕшме, илĕртме пултарнăшăн кăмăллă вăл.

Нина Ильинична - ял библиотекинче чи активлă кĕнеке вулаканĕсенчен пĕри. Çавăн пекех вăл унта ирттерекен чылай мероприятине хастар хутшăнать. «Кунер» халăх фольклор коллективĕн пайташĕ пулнă май 50 çул ытла Культура çурчĕн сцени çинчен анмасть тесен те ытлашши пулмĕ.

Ыран çак ăста алăллă хĕрарăм 70 çул тултарать. Яланах маттур пулма çирĕп сывлăх сунатпăр ăна. Пултарулăхĕнихăçан та ан чактăр. Малашне те ял пурнăçĕн-че активлă пулма, халăха ăсталăхпа савăнтарма çирĕп сывлăх пултăр.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика