Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Соцсетьри калаçу

15 марта 2021 г.

Ĕнер instagram тата ВКонтакте социаллă сетьре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев халăхпа тÿрĕ калаçу ирттерчĕ. Ыйтусене тимлĕ пăхса тухнă хыççăн вĕсем вăл е ку темăпа пĕрпек пулнине кура ушкăнсем çине пайланчĕç. Пĕр ыйту та пăхса тухмасăр юлмарĕ.

Регион ертÿçи хуравланă ыйтусен ытларах пайĕ нумай ачаллă çемьесене паракан тÿлевсем пирки, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа пулчĕ.

Нумайăшне вара шывпа тивĕçтерес ыйту пăшăрхантарчĕ. Шупашкарти Мухин урамĕнче пурăнакана вĕсен çурчĕ пĕрлештернĕ канализации системипе çыхăнманни пăшăрхантарать. Олег Алексеевич çуртăн планĕпе çак ыйтăва пăхса хăварман пуль тесе шутлать. «Проектсене тахçанах тунă пирки вăл е ку урам пĕрлештернĕ канализаци системине кĕреймесĕр юлнине сăнама пулать. Хăвăр тĕллĕн е ытти пурăнакансемпе пĕрле пуçтарăнса çырупа тухма сĕнетĕп», - тесе хуравларĕ вăл.

Уйрăмах хумхантараканнисен шутĕнче транспорт ыйтăвĕ те пулчĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче çÿрекен маршрутсем пирки, транспорт реформи мĕншĕн 2022 çул вĕçнелле кăна ĕçлеме пуçласси пирки çырнă çынсем соцсетьре. Транспортпа çÿрес ыйту паянхи кун уйрăмах çивĕч тăрать. Çынсен пĕрре тÿлесе темиçе транспорт çине ларма май пулмалла, çитес çĕре чăрмавсăр тата вăхăтра çитмелле тесе çирĕплетрĕ Олег Алексеевич. Çавна май республикăра пĕрлĕхлĕ транспорт картти ĕçлемелле. Подрядчиксен ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртсе вĕсемпе килĕшÿсем çырнă хыççăн ку ыйту йĕркене кĕрессе шантарчĕ вăл.

Сĕнтĕрвăррисем те айккинче юлмарĕç, паянхи кун канăç паман ыйтăвĕсене çĕклерĕç. Пирĕн районти çемьесем амăшĕн капиталне илесси, хыт каяшсемшĕн килекен квитанцисем пирки кăсăкланчĕç. Çавăн пекех Çичĕпÿрт ялĕнче пурăнакана фельдшерпа акушер çуртĕн-че ĕçлекен çукки, укол тутарма районти тĕп больницăна çÿреме тивни пăшăрхантарать. Олег Алексеевич район больницисенче ялсене тухса çÿрекет тухтăр пулмалла терĕ. Ку ыйту çине хурав панă май регион ертÿçи медицина ĕçченĕсене тĕллевлĕ пулăшу паракан программăсем çинчен каласа пачĕ. Вĕсен шутĕнче - «Земство тухтăрĕ», «Тĕллевлĕ вĕренÿ», «Ял ипотеки» программăсем. Республика Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул пирĕн районта тĕллевлĕ вĕреннĕ 5 медицина ĕçченĕ тата 1 земствă тухтăрĕ ĕçе тытăнмалла.

О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика