Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй те пултаруллă, ячĕ те сумлă

09 марта 2021 г.

Сĕнтĕрпуçĕнчи Культура çурчĕ «Ялти чи лайăх Культура çурчĕ» ята тивĕçни çинчен нумаях пулмасть эпир хамăр хаçатра çырнăччĕ. Çак сумлă ята илме пайтах тăрăшас пулать. Ертÿçĕ ĕçе пĕлсе йĕркеленинчен килет вăл. Галина Васильевна СОЛОВЬЕВА пултарулăх шайĕ пысăк пулнине тата тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Иртнĕ эрнере кăнаха республикăри пултаруллă культура ĕçченĕсене Çамрăксен театрĕнче Чăваш Республикин культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви патшалăх наградисемпе чысланă. Вăл шутра Сĕнтĕрпуç Культура çурчĕн заведующийĕ Галина Соловьева та пур. Культурăри тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ .

Галина Васильевна 24 çул пĕр вырăнта ĕçлет, çавна май вăл çамрăксемпе аслисем хушшинче ятлă-сумлă. Пур ÿсĕмри çынсем те ялти Культура çуртне пыраççĕ. Вăл кирек кама та хавхалантарма пултарать. Ачасемпе çамрăксене вара пултарулăх енчен аталанма пулăшать. Çапла майпах вăл ертсе пыракан «Сĕнтĕр» фольклор коллективĕ те ÿссе пырса халăх коллективĕ пулса тăчĕ. Авалтан килекен юрăсене, халăх йăли-йĕркисене упраса хăварас, аталантарас енĕпе «Сĕнтĕр» çав тери пысăк ĕç тăвать. Ăна кăтартма пĕлет, пĕрре кăна мар фестивальсен лауреачĕ пулса тăнă вăл.

Ĕçлекен çыннăн ĕçĕ ăнать. Тăрăшулăхпа ăсталăх малашне те ан чакчăр, çак сумлă ята тивĕçлĕ тытса пымалла пултăр.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика