Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн качча кайнисем авланнисенчен ытларах.

01 марта 2021 г.

Раççейре хăйсене авланнă тесе шутлакан арçынсем качча кайнă хĕрарăмсенчен 51 пин сахалрах. Ăçтан тухать-ха çакнашкал уйрăмлăх тата вăхăт иртнĕçем мăшăрсен шухăшĕ епле улшăнса пырать?

Кашни çыраврах Раççейре мăшăрланнă хĕрарăмсем авланнă арçынсенчен ытлараххи палăрать. 1970 çулхи çырав вăхăтĕнче 28,93 миллион арçын тата 29,59 миллион хĕрарăм хăйсене мăшăрлă тесе палăртнă. Качча кайнисем 659 пин çын нумайрах.

1939, 1959 çулхи çырав кăтартăвĕсем те çакнах калаççĕ. «Ку уйрăмлăх питĕ кăсăклă пулăм, вăл патшалăхпа та, экономика тĕлĕшĕнчи шайпа та çыхăнман, хĕрарăмпа арçын психологийĕ тĕрлĕпулнинчен килет», – тенĕ Г.В. Плеханов ячĕллĕ университетăн ăслăлăх лабораторийĕн заведующийĕ Елена Егорова.

Çырав листисенче мăшăрланни пирки ыйтнă чухне чылай вăхăт хушши пĕр хурав пама е суйласа илмелли вариантсем сĕннĕ: «авланнă/качча кайнă», «уйрăлнă», «нихăçан та мăшăрланман», «арсăр арăм» е «урçа». Урăхла каласан, официаллă майпа регистрациленнине кăна шута илнĕ.

«Çырав ыйтăвĕсене хуравлакан арçынсемшĕн çырăнмасăр мăшăрпа пурăнни тивĕçтерет. Енчен те арçын хăйне малтан авланман тесе палăртнă пулсан, халĕ мăшăрланнă, тет, официаллă майпа çырăнман пулин те. Çавнашкал хуравлакансем нумайлансах пыраççĕ», – ăнлантарать Елена Егорова.

Юлашки вăхăтра çырав листисенче мăшăрсем пирки ултă категори пур: çырăннă, çырăнмасăр мăшăрлă килĕшÿре, официаллă майпа уйрăлнă (уйрăлнине çирĕплетнĕ), уйрăлнă, арсăр хĕрарăм/урçа, нихăçан та мăшăрланман е мăшăрлă килĕшÿре тăман.

2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттернĕ тапхăрта Чăваш Енре 1252 пин çын пурăннă, вăл шутран çурри ытла (670 пин е 53,5 процент) хĕрарăмсем. Республикăра 1000 арçын пуçне 1151 хĕрарăм пулнă.

Хĕрарăмсем çемье вучахне хисеплени авалран паллă. Енчен те вĕсем суйласа илнĕ мăшăрпа ĕмĕр пурăнасса шанаççĕ пулсан, арçынсем вара пур чухне те ун пек мар. Çырав вăхăтĕнче 291 пин хĕрарăм хăйне мăшăрлă (çырăннă е çырăнман) тесе хурав панă, арçынсенчен 288 пинĕ кăна «авланнă» тенĕ. 3 пине яхăн «маттур» хăйне çемьерен ирĕклĕ тесе шутлать.

Çыравсем хушшинчи тапхăрта çемьеллисем 0,7 процент сахалланнă. Çемьесем арканни те хытах пăшăрхантарать. Уйрăлакансен шучĕ 0,6 процент, мăшăрĕсене ĕмĕрлĕх çухатнисем вара 0,5 процент чухлĕ ÿснĕ. Унчченхи çырав 105 пин хĕрарăм, 17 пине яхăн арçын пĕччен тăрса юлнине палăртнă.

Иртнĕ çыравра 156 пин çемьере çула çитмен ачасем ÿснине палăртнă. Вĕсенчен 65 процент – 1 ача, 30 процент – 2 ача, 5 процент – виççĕ е ытларах ача çитĕнтереççĕ. 18 çултан кĕçĕнрех ачаллă çемьесенчен 29 процент амăшĕ кăна, 3 процент - ашшĕ пĕчченех.

Хальхи вăхăтра мăшăрланасси мĕнле улшăннине çитес çырав кăтартĕ.

Чăвашстат.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика