Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ

20 февраля 2021 г.

Чăваш наци музейĕнче музейсен 2020 çулхи ĕçне пĕтĕмлетме семинар йĕркеленĕ. Пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова тухса калаçнă. Вăл Чăваш Республикин музей ĕçченĕсен професси ăсталăхĕн конкурс çĕнтерÿçисене чысланă.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи краеведени музейĕн куçса çÿрекен куравĕн заведующийĕ Ирина Бондарева виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Чăваш наци музейĕн наукăпа çутĕç ĕç-хĕлĕн методисчĕ Анна Иванова палăртнă тăрăх, иртнĕ çул пур музейшăн та çăмăл пулман, çав вăхăтрах музей ĕçченĕсем онлайн-форматра чылай куравсем йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш наци музейĕн ăсчахĕ Татьяна Давыдова музей ĕçĕн малашлăхĕ çинчен каласа панă.

Семинара вĕçлесе пухăннисем Наци музейĕн коллективне100 çулхи юбилей ячĕпе саламланă.

 

О. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика