Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пуçланчĕ

20 февраля 2021 г.

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» çулленхи марафон уçăлни çинчен унăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.

Регион ертÿçи «Раççейри ача-пăча фончĕ» обществăлла организацисен ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмне мухтанă, ачасен ырлăхĕшĕн яваплăха туйса таса чунпа ĕçленĕшĕн тав тунă. Палăртнă мероприятине республикăра кашни çул йĕркелесе ирттереççĕ, халăх ку акцине пĕтĕм кăмăлпа хутшăнни те куçкĕрет.

Ыркăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ - ачалăха хÿтĕлесси тата пулăшасси. Кунта пухмача кам мĕн чухлĕ туп-ра хывни мар, çул çитмен ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕн-тен кашниех чун ăшшине хĕрхенменни хаклă.

Кашни çулах пулăшу пухмачне хăйсен ирĕкĕпе парне паракансенчен сахал мар укçа-тенкĕ пуçтарăнать. 2020 çулта 3 млн 240 пин тенкĕ пуçтарăннă. Укçа-тенкĕ пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене васкавлă пулăшу пама ытларах тăкакланать. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата хушма пĕлÿ паракан шкулсене, культура программисене пулăшма, çĕнĕ çул парнисем валли тата ытти çĕре куçать. Пĕр сăмахпа каласан, укçа-тенкĕ ачасемшĕн тăкакланать.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон мĕнпур çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унта кашни çын хăйĕн тÿ-пине хывма тăрăшать. Укçа-тенкĕне уçăмлăн, тухăçлă тăкаклани те куçкĕрет. Пулăшăва нумай ачаллă тата йывăр çемьесенче çитĕнекен ачасем тивĕçеççĕ.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, предпринимательсемпе общество организацийĕсем ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнни ачалăх ыйтăвĕсене пур енлĕн татса пама витĕм кÿрет.

Чăваш Енри Ача-пăча фончĕ çавăн пекех Чăваш Республикин шкулти волейбол лигине пулăшать, вăл кăçал 11-мĕш сезона хатĕрленет. «16 пин ытла ача волейболла выляма çÿрет, вĕсем хăйсен пултарулăхне кулленех ÿстерме тăрăшаççĕ. Пысăк спортра çитĕнÿсем тунă паллă ятсем те пур ĕнтĕ», - палăртнă Олег Николаев.

 

ЧР ПА пресс-служби.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика