Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ йышăнусем турĕç

20 февраля 2021 г.

Иртнĕ юнкун районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ кăçал пĕрремĕш хут иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев хутшăннă.

Лару вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă: Сĕнтĕрвăрри районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнче тăракан тата ытти çĕр пайĕсене сутмалли-илмелли договорсемпе тÿлессине тăсса памалли йĕркене çирĕплетесси çинчен* социаллă ĕçлĕ хутшăнусене йĕркелесе пыракан территорири виçĕ енлĕ комиссин положенине çирĕплетесси çинчен* Сĕнтĕрвăрри районĕн муниципаллă пурлăхне Чăваш Республикин патшалăх пурлăхне куçарасси çинчен* Кукашни ял хутлăхĕн муниципаллă пурлăхне Сĕнтĕр-вăрри районĕн муниципаллă пурлăхне йышăнасси çинчен тата ытти те.

Кун йĕркинчи ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Сергей Прохоров, финанс пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Яковлев, ĕçе йĕркелесе пыракан пайăн пуçлăхĕ Любовь Хлебнова тухса калаçнă.

Çавăн пекех ларура депутатсем Раççейри Шалти Ĕçсен Министерствин пирĕн районти пайĕн пуçлăхĕн Владимир Хориковăн «Сĕнтĕрвăрри районĕн территорийĕнче обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тата преступленисемпе кĕрешес ĕçĕн 2020 çулти пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен» докладне тата градостроительство тата обществăлла инфратытăма аталантарас енĕпе ĕçлекен пайăн пуçлăхĕн Ольга Тихонован 2021 çула палăртнă ĕçĕсем çинчен калакан информацине итленĕ. Ольга Игоревна район территорийĕнче Чăваш республикин строительство, ялхуçалăх тата транспорт министерствисен енĕпе пурнăçланакан программăсемпе паллаштарнă. Вăл шутра «Кил-çурт» тата «Хула таврашне хăтлăрах тăвасси» тата ытти регионти проектсем. Ку çулта пур программăсенче те активлă хутшăнма планланă.

Депутатсем кун йĕркинче тăракан пур ыйтусене те пăхса тухнă, кирлĕ йышăнусем тунă.

 

А. МАКСИМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика