Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăксем умне чечексем хурар

20 февраля 2021 г.

Нарăсăн 23-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕ тата волонтерсен пĕрлешĕвĕпе Пĕтĕм Раççейри «Паттăрсен астăвăмне хÿтĕлер» акци ирттерет. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертÿçи Сергей Неверов асăннă кун çĕнтерÿçĕсен ăрăвне хисеп тума чĕннĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче Тăван çĕршыв Аслă вăрçиче пуçне хунă паттăрсене халалласа лартнă палăксемпе мемориалсем умне чĕрĕ чечексем хума хатĕрленеççĕ. «Çав кун митингсемпе политика акцийĕсем ирттерме мар, пирĕнпе пĕрлешсе çĕнтерÿçĕсене чыспа хисеп тума чĕнетĕп», - тенĕ Сергей Неверов.

Кашни çемьерех тенĕ пек тĕрлĕ вăрçăсене хутшăннă паттăрсем пуррине, вĕсем çĕршыв хÿтĕлевçи ята тивĕçнине палăртнă парти проекчĕн регионти координаторĕ Андрей Александров.

Çывхарса килекен уяв умĕн республика çыннисене паянхи кун пурăнакан паттăрсене çеç мар, асра е сăн ÿкерчĕксенче кăна сыхланса юлнисене те тимлĕх уйăрма сĕннĕ. «Палăксене пăхса тăма пулăшар тата кашни мемориал умне чечексем хурар», - тенĕ Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров.

 

Д. ФЕДОРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика