Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра вăйлăраххи çĕнтерет

08 февраля 2021 г.

Спортпа массăллă хÿтĕлев мероприятийĕсен уйăхлăхĕ - содержанийĕпе те, формипе те пуян та тулли. Вĕренекенсем пĕрне те сиктермеççĕ, кашни мероприятиех хутшăнса пĕлĕвне, пултарулăхне кăтартаççĕ, тавракурăмне аталантараççĕ, ăмăртаççĕ тата ытти те.

«Волейболла выляма лайăх, волейболла лайăх выляни вара тата вăйлăрах. Вăл хавхалану кÿрет, сывлăха çирĕплетет, çитĕнÿсем тума пулăшать», - теççĕ Урхас Кушкăри вăтам шкулта вĕренекенсем.

Çак кунсенче 8-мĕш тата 10-мĕш класра вĕренекенсем спортзалта ăмăртмалла волейболла вылярĕç. Вăйă пуçланичченех икĕ команди те хăйсене çирĕп тытни, çĕнтерÿ патне ăнтăлни, кашни очкона çĕнсе илессишĕн чунĕсене пама хатĕрри курăнчĕ. Волейбол вăййине шкул ачисем çав таранах юратаççĕ иккен.

Чи хумханулли - яланах юлашки тапхăр. Шутлă вăхăт-ра команда валли ытларах очко выляса илмелле-çке. Ачасем хăйсене пурпĕр лăпкă тытма тăрăшрĕç, йăнăшсем тăвасран асăрханса вылярĕç. Анчах та çĕнтерÿçи пĕрре кăна пуласса лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Çапах та парăнма шутламарĕç.

Спортра яланах вăйлăраххи çĕнтерет. Ăнăçу та пултаруллисене, тăрăшуллисене юратать, вĕсем валли çул уçса пырть. Шăпах çапла пулса тухрĕ 8-мĕш класра вĕренекенсемшĕн. Ăмăртура телей çăлтăрĕ вĕсемшĕн çуталчĕ - çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Эпир вĕсене саламлатпăр! Ăнăçу сунатпăр.

Куракансене те асăннă мероприяти хăйне евĕрлĕ те усăллă кану, çĕкленÿллĕ кăмăл парнелерĕ.

 

Е. ЕЛЕГОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика