Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ячĕсене манмастпăр

08 февраля 2021 г.

Хăшпĕр пулăмсем çĕршывăн паттăрлăх историйĕн-че ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Вĕсенчен пĕри – Сталинград хирĕнчи çапăçу. Çак аслă та паллă пулăма асра тытса Çичĕпÿрт ялĕнчи библиотекăра мероприяти иртрĕ.

«Çамрăк краевед» клуб пайташĕсем «Паттăрсен ячĕсене манмастпăр» историпе краеведени сехетне хутшăнчĕç. Пухăннисем валли «Сталинградшăн пынă çапăçу» презентаци хатĕрленĕ. Ачасем асăннă çапăçура хутшăннă ял çыннисемпе, вĕсен паттăрлăхĕ-пе паллашрĕç. Сталинград хулине хÿтĕленĕ паттăр салтаксем хушшинче Çичĕпÿрт ялĕнчен çаксем пулнă: Герасим Максимов, Алексей Лапин, Тимофей Семенов, Федор Андриянов, Василий Павлов, Всеволод Романов, Иван Кузьмин.

Ял библиотеки Чăваш республикин тава тивĕçлĕ краевечĕ Л.П. Осипов пухнă краеведени материалĕпе пуян. Унта ял историйĕ, колхоз йĕркеленни, вăрçăра пулнă ял çыннисем çинчен калакан альбомсем, фотодокументсем упранаççĕ. Мероприятисене ирттернĕ чухне вĕсемпе туллин усă куратпăр.

Октябрьскинчи вăтам шкулта улттăмĕш класра вĕренекен Всеволод Мечков хăйĕн мăн аслашшĕпе, Иван Васильевич Кузьминпа, мăнаçланать. Японине çитнĕскер тăван яла 1945 çулхи çурла уйăхĕнче çеç таврăннă вăл. Сталинград паттăрĕн 1943 çулта панă красноармеец кĕнеки упранса юлнă. Шăпах та унта Иван Васильевич хăш фронтсенче çапăçни, аманнисем тата наградисем çинчен çырнă.

Мероприятире ачасемшĕн çĕнни, тĕлĕнмелли чылай пулчĕ.

 

А. КУЗЬМИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика