Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем шухăшлаттараççĕ

08 февраля 2021 г.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ ку çулăн пĕрремĕш уйăхĕнчи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Кăрлач уйăхĕнче 74 акт регистрациленĕ.

Пĕрремĕш уйăхра пирĕн районта 12 ача çуралнă, вăл шутра 5 хĕрача тата 7 арçын ача. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, кăçал 5 ача ытларах çуралннине палăртмалла. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене ытларах Михаил, Матвей, Татьяна, Ульяна, Наталья ятсем параççĕ.

Пĕрлешнине ЗАГСра регистрацилемен çемьере çуралнă пĕр ачан ашшĕне çирĕплетнĕ.

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче 6 çемье чăмăртаннă. Пĕлтĕр асăннă уйăхра пĕр мăшăр çеç пĕрлешме кăмăл тунă. Кăçалхи кăтарту вара аван. Çав вăхăтрах уйрăлакансем те çук мар. Пĕр-пĕрин хушшинче ăнланулăх тупайман тăватă мăшăра уйрăлни çинчен калакан хут панă. Пĕлтĕр те ку вăхăтра 4 çемье арканнă.

Икĕ гражданин ячĕсене (хушамат, ят, ашшĕ ячĕ) улăштарнă.

ЗАГС пайĕ 49 çын вилнине регистрациленĕ. Пĕр уйăх хушшинче 26 арçын тата 23 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Иртнĕ çул çак кăтарту пĕчĕкрех пулнă: 35 çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

Л. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика