Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакцинацине тĕрлĕ майпа çырăнма пулать

08 февраля 2021 г.

Коронавирус чирĕнчен вакцинаци тăвасси республикăра ÿссех пырать. Паянхи кун пур муниципалитетра та прививка тума май пур.

Çак кунсенче Чăваш Енри уçлăх даннăйĕсен порталĕнче (geo.cap.ru) вакцинаци карттине вырнаçтарнă. Сервисра 35 паллă (знак) пур, вĕсем çине пуссан çынсем регионти прививка тăвакан пунктсен адресĕсене, телефон номерĕсене пĕлме пултараççĕ.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕ, информаци политики тата массăллă коммуникаци министрĕ Кристина Майнина палăртнă тăрăх, çĕнĕ цифрăллă сервиссем вакцинацине çырăнассине палăрмаллах çăмăллатаççĕ. «Республикăра пурăнакансем килтен тухмасăрах çывăхра вырнаçнă прививка тумалли пункт çинчен пĕлме, вакцинацине онлайн мелĕпе çырăнма пултараççĕ. Цифрăллă сервиссем çынсемшĕн усă курма çăмăлрах пулччăр тесе ĕçлетпĕр», - тенĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, коронавирус инфекцийĕнчен прививка тума тăватă мелпе çырăнма пулать: вырăнти поликлиника регистратури урлă, тухтăр патне пырса, «122» пĕрлĕхлĕ номерпе, «Госуслуги» порталта.

Пирĕн районта коронавирусран прививка тумаллли пункт çак адреспа вырнаçнă: Сĕнтĕрвăрри хули, Николаев урамĕ, 57-мĕш çурт (каб. 004). Шăнкăравсене 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен 8(83542) 2-11-36 телефонпа йышăнаççĕ.

 

Н. СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика