Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишме пĕлни пурнăçра питĕ кирлĕ

01 февраля 2021 г.

Çак эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Сывлăха çирĕплетес тата ачасене физкультурăпа аталантарас енĕпе хушма мерăсем çинчен» хушăвне пурнăçланă йĕркепе 1-4 класра вĕренекен шкул ачисене, медицина хирĕçлевĕ çук пулсан, ишме вĕрентес енĕпе занятисем пуçланнă.

Ишме пĕлни пурнăçри чи кирлĕ хăнăху пулнине Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров çирĕплетнĕ. «Пирĕн республика Атăл хĕрринче вырнаçнă, çавăнпа кашни ачан ишме пĕлмелле. Çакă ачасен пурнăçне сыхласа хăварĕ кăна мар, вĕсен сывлăхне те çирĕплетĕ. Çавăнпа та регион Пуçлăхĕн Указĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă вăл.

Аса илтеретпĕр, палăртнă программăна пурнăçлама комплекслă план тунă. «Çул карттине» йĕркеленĕ чухне Чăваш Енри 9-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн опытлă специалисчĕсем пулăшнă. Малалла И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пулас инструкторсене вĕрентсе хатĕрленĕ. «Ишев методикине лайăхлатасси» программăпа вĕренÿ курсĕсем физкультура учителĕсем, тренерсем тата Чăваш Ен муниципалитечĕсен ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕсен инструкторĕсем валли иртнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, республикăри физкультурăпа спорт тата вĕрентÿ организацийĕсенче 60 ишмелли бассейнсем ĕçлеме палăртнă. Кашни çулах çакăн пек занятисене пĕтĕм республикипе 14 пин шкул ачине явăçтармалла.

Çавăн пекех ыран республикăра Сывлăх кунĕ иртни çинчен палăртса хăварар. Физкультурăпа спорт учрежденийĕсене е уçă сывлăшра иртекен сывлăха çирĕплетме пулăшакан мероприятисене хутшăнма ан манăр!

 

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика