Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă та усăллă килĕшÿсем çирĕпленĕç

01 февраля 2021 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Камчатка губернаторĕпе Владимир Солодовпа тĕл пулнă. Ыйтусене сÿтсе явнă май, вĕсем экономикăн тĕрлĕ отрасльĕсенче регионсем хушшинче килĕштерсе ĕçлессипе кăсăкланнине палăртрĕç.

Владимир Солодов регион социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çĕнĕ стратегине туса хатĕрлемелли тапхăрта пулнине палăртнă, çавăнпа Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелемелле тенĕ. «Чăваш Енпе пĕрле ĕçлени малашлăхлă çул-йĕрсенчен пĕри тесе шутлатăп. Республика цифровизаципе, промышленноçпа ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă пысăк технологиллĕ профиль проекчĕсене тахçанах пурнăçланине пĕлетĕп. Хамăр енчен промышленноç туризмĕ сферинче пĕрле ĕçлеме сĕнетĕп. Унсăр пуçне пирĕн тĕп отрасль - пулă промышленноçĕ. Чăваш Енĕн чи лайăх пахалăхлă çурçĕр пуллипе çыхăннă малашлăх пулĕ», - терĕ вăл.

«Хĕвел батарейисем туса кăларас енĕпе ертсе пыракан предприятисем пирĕн республикăра вырнаçнă. Эпир çут çанталăк факторĕсемпе усă куракан инфратытăмпа çыхăннă объектсемпе тивĕçтермелли хупă циклсенче нумай ĕç тупатпăр. Камчатка валли ку ĕç питĕ усăллă пулма пултарать», - палăртрĕ Олег Николаев.

Çавăн пекех икĕ ен тракторсен производствинче контракт йĕркелеме палăртнă. Шупашкарти трактор завочĕ коммуналлă сектора тивĕçтерме кирлĕ техникăн анлă спектрне туса кăларать. Камчатка губернаторĕ çурутраври уйрăм климат условийĕсене шута илсе Чăваш Енре туса кăларакан шанчăклă та тухăçлă техника туянассипе кăсăкланчĕ.

ЧРПА пресс-служби.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика