Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсем çулталăкри ĕçне пĕтĕмлетрĕç

01 февраля 2021 г.

Çулталăк пуçланнă май кашни сферăрах пĕтĕмлĕтÿсем ирттереççĕ. Пирĕн районти пĕрлештернĕ культура тата библиотека системин ĕçченĕсем виçĕмкун иртнĕ семинарта хутшăнса пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.

Культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçи Е. Матюшова вулавăшсемпе Культура çуртĕнче тăрăшакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн чăваш чĕлхине упраса хăварас тата аталантарас енĕпе йышăннă Хушăвне тĕпе хурса ĕçе йĕркелемелли пирки калаçрĕ. Мероприятисен ытларах пайне чăвашла ирттерсе вĕсем çинчен анлăрах çутатса памалла тесе çирĕплетрĕ вăл. Çак ĕçе паянхи кун тĕслĕхлĕ пурнăçлакансене уйрăммăн палăртрĕ Елизавета Викторовна. «Шĕнерпуç, Хуракасси, Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕсенчи вулавăш тата Культура çуртĕнче вăй хуракансем чăваш культурине аталантарас енĕпе уйрăмах курăмлă ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Ăстакасси вулавăш ертÿçи И. Великанова тĕрлĕ енлĕ йĕркелет çак ĕçе. Халăхран тухакан йăла-йĕркесене упраса, юрă-кĕвĕсене тĕпчесе анлă сарас тĕлĕшпе ăстакассисем хастар тăрăшаççĕ»,- пĕлтерчĕ ертÿçĕ. Ĕçре уйрăм çитĕнÿсем тунăшăн Елизавета Матюшова район администрацийĕн, культурăпа социаллă аталану пайĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ялти Культура çурчĕсем нумай функциллĕ центрсем евĕрлĕ пулмаллине палăртса хăварнăччĕ, унта пыракансен тĕрлĕ енлĕ информаци илме май пулмалла тесе çирĕплетнĕ вăл. Тата ĕç вăхăтне каçхине 10 сехетчен тăсасси çинчен каланăччĕ Олег Алексеевич. Çакăн çинчен Елизавета Матюшова та асăнса хăварчĕ, çынсене ĕç пĕтернĕ хыççăн канма май туса памаллине мала хучĕ вăл.

Малалла культура сферинче вăй хуракансем хăйсен хутлăхĕсенче йĕркелесе ирттернĕ мероприятисем çинчен презентацисемпе паллаштарчĕç. Коронавирус алхаснă тапхăр пулнă май, мероприятисен ытларах пайне онлайн мелĕпе ирттернĕ.

Вулавăшсен ĕç-хĕлĕ - халăхăн ытларах пайне кĕнекесем вулама явăçтарассинче. Кунсăр пуçне библиотекарьсем хутлăхсенче тата районта иртекен массăллă мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Çулталăкри пĕтĕмлетĕвĕсенче вĕсем çакна палăртса хăварчĕç.

Пенсионерсен Канашĕн ертÿçи Роза Ракова культура ĕçченĕсене аслă ăрури çынсене халалланă уйăхлăхра тимлĕхпе хастарлăх кăтартнăшăн Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ, малашне те пĕрле ĕçлемеллине палăртса хăварчĕ.

Хăйсен пĕтĕмлетĕвĕсене культура ĕçченĕсем Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине тата Чăваш Автономийĕ 100 çул тултарнине тĕпе хурса йĕркелерĕç.

Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче районти Культурăпа Туризм çурчĕн ĕçченĕсем тата ял тăрăхĕсенчи культура вучахĕ-сенче вăй хуракансем 1941 çулта хÿтĕлев чиккисене хăпартнине кино ÿкерсе сăнласа пама пултарчĕç. Çак пулăма «ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ ветеранĕсен Ассоциацийĕ» Чăваш Енри обществăлла организацийĕ пысăк хак панă. Унăн ертÿçи Валерий Степанов семинар вăхăтĕнче пухăннисем умĕнче тав сăмахĕсем каларĕ тата Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Палăртса хăварар, асăннă фильм республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Семинара пĕтĕмлетнĕ май, Елизавета Матюшова Чăваш Республикин культура министерствин ял тăрăхĕсенче 50, 100, 150 çын вырнаçмалла Культура çурчĕсем хăпартасси çинчен калакан йышăнăвĕпе паллаштарчĕ. Пирĕн районта Караньялĕнче çавăн йышши Культура çурчĕ хăпартма йышăннă иккен. Юлашкинчен мероприятисене ытларах хамăрăн тăван чĕлхепе ирттермелли çинчен тепĕр хут асăнса хăварчĕ культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçи.

 О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика