Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейре астрономи урокĕсем иртеççĕ

23 января 2021 г.

Шуршăлти Космонавтика музейĕнче «Çĕртен пуçласа пĕтĕм тĕнче таранах» ятпа астрономи урокĕ иртрĕ. Асăннă урок йĕркипе «Пирĕн таврари астрономи» курав йĕркеленĕ, телескоппа паллаштарнă, «Хĕвел системин тытăмĕ» интерактивлă викторина вăййи ирттернĕ.

Астрономи урокне А.Г. Николаев ячĕллĕ Шуршăл шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем телескопсен тытăмĕсем, астрономи объекчĕсем çинчен тата астрономире пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿ тунă ученăйсем çинчен нумай пĕлчĕç.

Çамрăк астрономсем цифрăллă планетарин «Тĕнчен калăпăшĕ» программипе кăсăклансах паллашрĕç.

Эпир ытти шкулсенчи ачасене те астрономи урокĕсене чĕнетпĕр. Хăвăр шухăша çак телефонпа маларах шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр: 8(8352)23-90-27.

 Н. СЕМЕНОВА, музейĕн наука сотрудникĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика