Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха кашниех упрар

23 января 2021 г.

Коронавир инфекцийĕнчен вакцинаци тăвасси паянхи кун пурне те кăсăклантарать. Акă мĕн каласа пачĕ Н.А. Геркен ячĕллĕ Сĕнтĕрвăрринчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Маргарита Николаева.

- Маргарита Николаевна, вакцинăна икĕ хут ямаллине илтрĕм, мĕн тума кирлĕ ку?

- Чăваш Енре коронавир инфекцийĕнчен вакцинаци пуçланчĕ. Вакцина - икĕ компонентлă, çавна май вакцинаци икĕ тапхăрта иртет. Пĕрремĕш прививка хыççăн виçĕ эрнерен тутармалла черетлĕ процедурăна. Палăртса хăваратăп, иккĕмĕш прививка хыççăн кăна вакцинаци вĕçленнĕ тесе çирĕп-летме пулать.

- Мĕнле майпа вакцинацине çырăнмалла?

- Коронавир ерекен инфекцирен прививка тутарас тесен поликлиника регистратури урлă, госуслуги порталĕ урлă, участокри врачпа çыхăнса çырăнма пулать. Çавăн пекех вакцинацие 122 номерпе шăнкăравласа çырăнма май пур.

- Калăр-ха, тархасшăн, малтан врач канаш памасăрах прививка тутарма юрать-и?

- Вакцинацилес умĕн пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ е участок терапевчĕ тĕрĕслемелле. Шăнса пăсăлнин паллисем çуккине, чирленĕ çынпа контактсем юлашки 14 кун хушшинче пулманнине çирĕплетмелле. Çакна палăртмалла, тĕрĕслеве вакцинаци кунне ирттермелле.

- Вакцинăна упрама уйрăм услови кирлĕ-и тата пирĕн района мĕн чухлĕ доза килнĕ?

- Пирĕн медицина учрежденине Гам-КОВИД-Вак ятлă вакцина 110 доза килнĕ. Пĕр флакона 5 пациент çине пайлаççĕ. Флакона уçнă хыççăн ăна пĕтĕмпех усă курмалла. Апла пулсан, пĕр самантрах пилĕк çыннăн прививка тутармалла. Çавăн пекех вакцина упрамалли ятарлă условисем кирлине те палăртса хăварас тетĕп. Вăл 18 градусран ытла сивĕ камерăра упранмалла. Морозильникрен кăларсан ăна икĕ сехет хушшинче усă курмалла! Асăннă вăхăт иртсен усă курма юрамасть.

Кăмăл тăвакансене пурне те вакцинацие чĕнетпĕр. Сывлăхпа пурăнăр пурте.

- Тавтапуç, Маргарита Николаевна, тĕплĕн пĕлтернĕшĕн.

 

О. ЕФРЕМОВА калаçнă.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика