Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян уйăхлăх пуçланчĕ

23 января 2021 г.

Ачасемпе çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас, физкультурăпа спорта аталантарас, çамрăксене çар службине хатĕрлес тĕллевпе çулсеренех республикăра уйăхлăх ирттереççĕ.

Кăçал массăллă хÿтĕлев тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ шăп паянхи кун пуçланать те нарăсăн 23-мĕшĕччен пырать. Ăна Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă. Иртнĕ ытларикун районти вĕрентÿ организацийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ ларура та ку тема тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнă. Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Валентина Камзолкина ачасене патриотла воспитани парас енĕпе шкулсемпе ача сачĕсен умĕнче тăракан тĕп задачăсене уçăмлатнă. Вĕрентÿ пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Дарья Камбулова массăллă хÿтĕлевпе спорт мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерес ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.

Уйăхлăх йĕркипе пирĕн районта ытти çулсенчи пекех тĕрлĕ йышши мероприятисем иртĕç. Уйрăмах çитĕнекен ăру интернационалист-воинсемпе, аслă ăру çыннисемпе ирттернĕ тĕлпулусен пахалăхĕ патриотла воспитани парас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетеççĕ иртнĕ çулсенче йĕркеленĕ мероприятисем. Палăртса хăварас килет, хамăр хушăра пурăнакан паттăрсен асаилĕвĕсем çамрăксен асĕнче ытларах юлаççĕ, вĕсен шухăшлавне улăштараççĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшаççĕ. Асăннă уйăхлăх йĕркипе иртекен кирек мĕнле мероприятие те шкул ачисемпе çамрăксем хастар хутшăнаççĕ.

Пур мероприятине те санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе ирттерĕç.

Н. СЕМЕНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика