Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулари предприятисенче пулчĕç

23 января 2021 г.

Виçĕмкун Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министрĕ Евгений ГЕРАСИМОВ ĕçлĕ визитпа Сĕнтĕрвăррине килчĕ. Пирĕн хулари предприятисене çитсе курчĕ.

Ĕçлĕ ушкăнра çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, хула хутлăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Сыройкин пулчĕç. Вĕсем  Марпосадкабель» акционерлă обществăн, «Терция», «НПО Инновация» тата «Дриада-лестницы» тулли мар яваплă обществăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Предприяти ертÿçисем чи малтанах ĕçре тĕл пулакан проблемăллă ыйтăвĕсене хускатрĕç. Вĕсен шутĕнче: ка-дрсем çитменни, оборудованисем туянма нумай вăхăтлăха çăмăллăх кредичĕсем илесси, туса илнĕ продукцие республикăра сахал вырнаçтарни, материалсемпе чĕр таварсен хакĕ пысăк пулни.

Предпринимательсемпе калаçнă май, Евгений Герасимов патшалăх регионти бизнеса пулăшма хатĕррине, республика территорийĕнче ĕçлекен предприятисене укçан тата укçаллă мар мерăсемпе пулăшма май пуррине палăртрĕ.

А. МАКСИМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика