Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш кĕнекисене - вулавăшсене

18 января 2021 г.

Чăваш Республикин бюджетĕнчен 13,8 миллион ытла тенкĕ 2021 çулта муниципалитет библиотекисен кĕнеке фончĕсене çĕнетме уйăрнă. Вĕсенчен 6,5 млн тенкĕ республикăри хуласемпе районсене вĕсен шучĕпе килĕшÿллĕн янă. Библиотекăсем хăйсене валли кирлĕ кĕнекесем туянĕç.

Унчченхи çулсенчи пекех, Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен Министерстви 3,8 млн тенкĕлĕх туянать.

Çакна та палăртмалла, республика бюджетĕнче пуçласа чăвашла кĕнеке туянма тĕллевлĕ укçа – 3,5 млн тенкĕ уйăрнă. «Культурăпа туризма аталантарасси» патшалăх программин «Чăваш чĕлхине упрасси, вĕренесси тата аталантарасси» çум программипе килĕшÿллĕн çулталăк хушшинче библиотекăсене кĕнекесем валеçсе парĕç.

Библиотека фончĕсене чăвашла документсемпе тултарни чăваш халăх историйĕпе пуян культурине, тăван чĕлхене тарăнрах тĕпчеме условисем йĕркелет.

О. СЛАВИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика