Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Земство вĕрентекенĕ» проект хута кайнă

18 января 2021 г.

Ăна, пĕлтĕрех пуçăннăскере, кăçал пирĕн республикăра малалла тăсаççĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, виçĕмкун Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин тата республикăри шкул директорĕсем проектăн ăрасналăхне тата ун тапхăрĕсене сÿтсе явнă.

Çав кунах федераллă проектăн zemteacher.apkpro.ru сайчĕ те ĕçлеме пуçланă. Унта çĕршыври тĕрлĕ регионсенчи пушă ĕç вырăнĕсен пĕрлехи банкне пухнă. Инçетри ялсенче вырнаçнă шкулсенче ĕçлеме кăмăл тăвакансен заявлени тăратмалла. Вĕсене ака уйăхĕн 15-мĕшчен йышăнаççĕ. Акан 16-30-мĕшĕсенче суйлав тапхăрĕ пулĕ. Çу уйăхĕн 1-15-мĕшĕсенче 1 миллион тенкĕ тÿлеве илекен çĕнтерÿçĕсене палăртĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вĕрентекенсемпе шкулсем хушшинче килĕшÿ тăвĕç. Компенсацисене авăнăн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 1-мĕшĕччен хатĕрлĕç тата тÿлĕç.

Тин кăна аслă педагогика вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăк специалистсене те программа кăсăклантарма пултарать. Вĕсене валли тăван ялне е районти урăх яла таврăнма çул уçăлĕ. Çавăнпа та шкул директорĕсем студентсемпе те хутшăну йĕркелеме пултараççĕ.

Программăра хутшăнмалли тĕп условисем: педагогика пĕлĕвĕ, ÿсĕм шайĕ - 55 çула çитиччен, пурăнакан вырăн (пропискăпа) шкултан 50 çухрăмран çывăхра пулмалла мар.

Пĕлтĕр республикăра ку проекта пĕр физкультура вĕрентекенĕ тата виçĕ ют чĕлхе вĕрентекенĕ хутшăннă.

Н. НАДЕЖДИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика