Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарни уявĕ йĕркеллĕ те аван ирттĕр

18 января 2021 г.

Христоса шыва кĕртнĕ аслă уяв çывхарать. Çавна май иртнĕ юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев ертсе пынипе уява хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ.

Культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районта шыва кĕмелли тăватă вырăн хатĕрленĕ. Вĕсем Октябрьски ял хутлăхне кĕрекен Туппай Ĕсмĕл тата Октябрьски ялĕсенче, Хуракасси ял хутлăхĕнчи Нарат Чаккинче тата Сĕнтĕрвăрри хулинче пулĕç. Лару вăхăтĕнче тата тепĕр шыва кĕмелли вырăн хатĕрлеме палăртнă, ăна Атăлта вак касса тăвĕç.

Кунсăр пуçне шыва кĕрекенсем валли хывăнса тăхăнмалли палаткăсем вырнаçтарассине, вак патне çитмелли çулсене кирлĕ пек хатĕрлессине, шыва кĕмелли вырăнсене çутăпа тата вĕри чейпе тивĕçтерессине тимлĕх уйăрнă.

Çутă уява хăрушсăрлăх правилисене пур енлĕн пăхăнса ирттермеллине палăртнă Владимир Николаевич. Çавна май шыва кĕме хатĕрленĕ вырăнсенче медицина ĕçченĕсем, çăлав станцийĕн тата полици сотрудникĕсем хуралта тăрĕç.

Кăшрани шывĕ – сăваплă шыв. Ăна сывалас тата ÿтпе чун вăйне çирĕплетес тĕллевпе усă кураççĕ. Çулсеренех çĕршыври ялсемпе хуласенче Кăшарни умĕн вак касса шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлеççĕ. Ăна ытларах хĕрес евĕрлĕ тăваççĕ, нумайăшĕ вара тÿркетĕслĕх евĕр касать. Шыва кĕмелли ятарласа хытарнă йĕрке çук, çапах та йăлана кĕнисене палăртса хăваратпăр. Турра ĕненекенсем пуç таранах виçĕ хут шыва аннă май «Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн ячĕпе!» тесе хăйсем çине хĕрес хываççĕ. Шыв – чĕрĕ матери, çавăнпа ун патне мĕнле шухăшсемпе пыратăн, çавă сан пата таврăнать теççĕ.

Кăшарнире нумайăшĕ шыва кĕрсе тасаласшăн, анчах та сивĕ шыва кĕме хăнăху кирлĕ.

Çулсеренех шыва кĕрекенсене асăрхануллăрах пулмалли çинчен пĕлтереççĕ тухтăрсемпе Гражданла хÿтĕлев тата синкерлĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем. Пăрлă шыва çулталăкра пĕрре çеç чăмса тухни организмшăн питĕ пысăк стресс шутланать, çавăнпа та асăрхануллă пулмалла, инкек-синкекрен сыхланма çак правилăсене пăхăнмалла:

1. Ятарлă вырăнсенче çеç шыва кĕмелле.

2. Шыва кĕриччен чупса е хусканусем туса организма ăшăтмалла.

3. Вак патне пынă чух асăрханса васкамасăр утмалла, сукмак шуçлак пулма пултарать. Нуски-чăлхана, пушмака вак хĕррине çитсен тин хывмалла.

4. Шыва мăй таран çеç, пуçа йĕпетмесĕр, кĕрсен аванрах пулĕ. Çакă пуç мимин тымарĕсем пĕрĕнессинчен хăтарĕ. Шыва майĕпен анмалла, тÿрех сиксен тата пуç таран ансан температура çухалма пултарать, çавна май сивве пула çын антраса ÿкес хăрушлăх пур.

5. Организм пĕтĕмĕшле шăнасран асăрханăр, вакра пĕр минутран ытла ан тăрăр.

6. Шыва кĕрсе тухнă хыççăн çемçе алшăллипе лайăх сăтăрăнăр та типĕ тум тăхăнăр.

7. Иммунитета çирĕплетме тата шăнса пăсăласран вĕри чей ĕçмелле. Вăл малтанах улма-çырларан термосра хатĕрлени пулсан аванрах.

8. Эрех ĕçнĕ çынсен шыва кĕме юрамасть.

9. Вак хĕрринче ушкăнпа кĕпĕрленсе тăмалла мар, пăр катăлма пултарать.

10. Ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе е тăванĕсемпе пĕрле тата вĕсем асăрхаса тăрсан çеç кĕме ирĕк пур.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика