Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ

18 января 2021 г.

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче Пĕтĕм Раççейри конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене ирттерчĕç. Уйрăм тата хорпа юрлас, вокал ансамблĕсен пултарулăхне палăртас енĕпе тĕрлĕ халăхсем хутшăннипе иртнĕ «Тăван çĕршыв юррисем» конкурсра пирĕн районтан та хутшăнчĕç.

Юрăçсемпе ансамбльсен ăсталăхне палăртас, вĕсен професси шайне ÿстерес, çавăн пекех Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăхсен культурин никĕсĕсене тĕпчессипе çыхăнтарнă конкурс тĕллевĕсене.

Çак пултарулăх ăмăртăвĕнче пĕтĕмпе пĕр пине яхăн тĕрлĕ çулхи çынсем икĕ номинацинче тупăшрĕç. Юрăç-солистсем тата вокал ансамблĕсем раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пулчĕç - Мускав, Воронеж, Балаково, Архангельск, Волгоград, Хусан, Петрозаводск, Новосибирск, Барнаул, Красноярск, Краснодар, Новоалтайск, Асбест, Санкт Петрбург, Орел, Тамбов, Рязань, Кировск, Миасс, Калуга, Пермь хулисенчен тата Саратов, Самар, Курск, Иркутск облаçĕсенчен. Чăваш Енри хуласемпе районсем те хастар хутшăнса тивĕçлĕ палăрчĕç асăннă конкурсра.

Шуршăлти Культура çуртĕнче художество пултарулăх ертÿçи пулса ĕçлекен Лидия Комарова çак шайри конкурса хутшăнса пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕç пулчĕ. Палăртса хăварар, Раççей шайĕнчи ăмăрту онлайн мелĕпе иртнĕ. Лидия Валериановна хăй юрланине çыртарса йĕркелÿ комиссине ярса панă. «Халăх юрри» номинацинче вăл çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Лидия Комарова культура сферинче вунă çул ытла вăй хурать. Вăл Шуршăлти культура çурчĕ çумĕнче ĕçлекен ачасен «Горошинка» тата аслисен «Шурăмпуç» коллективĕсене ертсе пырать, вĕсене ÿнер тĕнчине ăнланма пулăшать.

Сумлă ята тивĕçнĕ ятпа Лидия Валериановнăна саламлатпăр, пултарулăхра малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!

О. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика