Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш вырăн йышăннă

26 декабря 2020 г.

Шупашкарти Пултарулăх керменĕнче чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 14-мĕшĕччен сывлăх енчен хавшак, сусăр ачасем валли республикăри «Эпĕ тенчене ÿкеретĕп!» çемье конкурсĕ иртнĕ.

Унта Чăваш республикинчи 17 вĕренÿ учрежденийĕнчи ачасем хутшăннă. Ĕçсене вĕренекенсем тĕрлĕ техникăна усă курса пурнăçланă: кăранташ, фломастер, гуашь, акварель, пастель, коллаж, аппликаци тата ытти те.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, кашни ÿсĕм ушкăнне шута илсе тата номинацисенче малти виçĕ вырăна палăртнă.

«Манăн юратнă çутçанталăк вăхăчĕ» номинацире 10-14 çулхи ачасем хушшинче Октябрьскинчи вăтам шкулта тăваттăмĕш класра вĕренекен Софья Васильева иккĕмĕш вырăн йышăннă. Эпир ăна çĕнĕ çитĕнÿпе саламлатпăр! Малашне те, Софья, маттур пул!

 Г. МАКСИМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика