Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулан историллĕ пайĕпе паллашрĕç

26 декабря 2020 г.

Иртнĕ юнкун Туризм енĕпе ĕçлекен федераллă агенствăн (Ростуризм) эксперчĕсем пирĕн районта пулнă.

Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова тата районти Централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Антон Федоров ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Хăнасем краеведени музейĕнче пулса пирĕн хулан аталанăвĕн историйĕпе, аваллăх хатĕрĕсемпе паллашнă, техĕмлĕ чейпе хăналаннă. Унтан делегаци Ю.А. Зайцев ячĕллĕ художество галерейинче пулнă.

Районти культура ĕçченĕсем кăтартса панă «Купца хули хăнасене яланах хавас...» тата «Патша майри кунта пулма кăмăл тунă...» театрализациленĕ миниатюрăсем вĕсене уйрăмах савăнтарнă, хăпартлантарнă.

Экскурси программи хыççăн экспертсем сĕнтĕр-вăррисен тараватлăхне, районăн туризма аталантармалли майĕсем, вăй-хăвачĕ пысăк пулнине палăртнă.

А. МАКСИМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика