Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ламран лама куçать ăсталăх

23 ноября 2020 г.

Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакан Ираида Никитична АНДРЕЕВА 24 çул ача садĕнче ĕçленĕ, халĕ вара ялти Культура çуртĕнче вăй хурать. Ылтăн алăллă хĕрарăм тĕрлĕ япаласем ăсталанипе тĕлĕнтерет çынсене. Кăçал республикăри «Чăваш сувенирĕ» конкурсра унăн чăвашла тумлантарнă пуканийĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Алă ăсти 2017 çултан пуçласа тĕрлĕ шайри конкурссене çулсеренех хутшăнать. Кашнинчех тенĕ пек малтисен шутĕнче вăл. Кĕске вăхăтрах ун ăсталăх çÿпçийĕ ултă 1-мĕш степеньлĕ тата икĕ 2-мĕш степеньлĕ дипломсемпе пуянланнă.

Пĕтĕм Раççейри «Пурнăçăн пур тĕсĕсем те сан валли» конкурсра тăватă хут çĕнтерÿçĕ пулса тăнă вăл. Халăхсем хушшинчи «Ăсталăх калейдоскопĕ» фестивальте 2019 çулта 2-мĕш вырăн йышăннă, унчченхи икĕ çул вара «Çĕнтерÿçĕ» ята тивĕçнĕ.

Ираида Никитична Куславкка районĕнчи Аслă Куснарта çуралнă. Ашшĕ тракторист пулнă, баянпа, купăспа ăста вылянă. Амăшĕ те колхозра ĕçленĕ, пушă вăхăта ал ĕçĕпе ирттернĕ. «Эпĕ ачаранах çыхма, тĕрлеме тата ÿкерме юрататтăм. Тĕрлĕ япаласем çыхма мана анне вĕрентнĕ. Унăн йăмăкĕ, Нина аппа, кофтăсем хитре çыхатчĕ. Çавсене пăхсах вĕрентĕм», - тĕслĕх вырăнне хурать çывăх çыннисене.

1988 çулта Ираида Шĕнерпуç кинĕ пулса тăрать. Олег Николаевичпа вăл 3 хĕр çитĕнтернĕ. Шел те, мăшăрĕ ултă çул каяллах ку тĕнчерен уйрăлнă. Хуйхăллă чуна лăплантарма вăл алă ĕçне пикеннĕ: часах упăшкин портретне вĕтĕ шăрçапа эрешленĕ. Çав çул Ираида Никитична пурĕ 10 картина бисерпа тĕрленĕ. Çакăн хыççăн хĕрарăмăн пултарулăх вăрттăнлăхĕсем уçăлса та уçăлса пынă. Вăл ача садĕнче ĕçленĕ чухнех шăпăрлансемпе юртан кĕлеткесем ăсталанăçке. Анчах ку илемлĕх нумая пымасть, çанталăк ăшăтсанах ирĕлсе çухалать. Кĕлеткесен ĕмĕрне вăрăмлатма Ираида Никитична маларах вĕсене гипсран, унтан бетонран çăрса тунă. Чĕрĕпсем, акăшсем, пăлан, гном, Баба Яга, хĕрача ун пахчине илем кÿреççĕ.

Мĕн кăна ăсталама пĕлместши вăл! Ялти Культура çуртĕнче ачасем валли 3 кружок йĕркеленĕ. Пултаруллă хĕрарăм ертсе пынипе ачасем пуканесем, усал-тĕселтен сыхлакан кĕлеткесем тăваççĕ, ÿкереççĕ, тăмран япаласем ăсталаççĕ. Ираида Никитична халĕ Шупашкарти Культура институтĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренет, ал ĕçĕн вăрттăнлăхне пур енлĕн шĕкĕлчет, унти конкурссене хутшăнса ăсталăхне туптать. «Кĕçĕн хĕрача, çак институтра ăс пухаканскер, мана унта пыма сĕнчĕ. 49 çулта кайрăм вĕренме, пĕрре те ÿкĕнместĕп. Питĕ килĕшет», - терĕ вăл тулли кăмăлпа. Ĕмĕт пурнăçа кĕрсе пырать. Ылтăн алăсем витĕр тухнă масмак, мăй çакки, тухъя, хушпу – пурте куçа илĕртеççĕ, чуна тыткăнлаççĕ. Вĕсене Культура çуртĕнчи «Шинер» пултарулăх ушкăнĕ валли те хатĕрлеме тытăннă вăл.

Вĕтĕ шăрçасемпе ытти кирлĕ хатĕрсене туянса сахал мар тăкак тÿсет Ираида Никитична. Апла пулин те юратнă ĕçе тума ăна çакă пĕрре те чармасть. Хĕрарăм кăсăклансах малалла ĕçлет. Виçĕ хĕрĕпе мăнукĕсене те вĕрентнĕ вăл çак ăсталăха. «Эпĕ хам мĕн пултарнине ачасене кăтартатăп. Ман хĕрсем çыхаççĕ, тĕрлеççĕ. Кĕçĕнни, Катя, хам пекех бисерпа тĕрлĕ япаласем хатĕр-

лет. Виçĕ мăнук та çак асамлăха алла илесшĕн тăрăшаççĕ. Аделинăпа Анастасия масмак ăсталама вĕренеççĕ. Олеся вара тăрăшсах пуканесем тăвать. Виççĕшĕ те кăçал конкурса хутшăнса 1-мĕш степеньлĕ дипломсем илчĕç. Эпĕ ачасемпе, мăнуксемпе савăнатăп. Мана пурнăçра хавхалантарса пынăшăн вĕсене тав тăватăп», - тет вăл çамрăк ăрăвăн çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртесе.

Андреевсен çемйи – чăн-чăн ăсталăх лаççи. Паянхи кун çак йăхăн виçĕ ăрăвĕнче те талантлă çынсем пур. Пултарулăх ламран лама куçса пыни вара çав тери паха. Алă ĕçĕсенче вĕсен чун илемĕпе пуянлăхĕ, чăваш халăхĕн авалтан килекен ÿнерĕпе культури йĕрленнĕ. Ăна пулас ăрусем валли упраса хăварас енĕпе Андреевсем çав тери пархатарлă ĕç тăваççĕ.

«Республика кунĕн уявĕ йĕркипе икĕ çул пирĕн хулара «Русь мастеровая» конкурс пулчĕ. Эпĕ çитес çул, май пулсан, ĕçсене çавăнта тăратасшăн. Кăмăл тăвакансене ăсталăх класĕ ирттерсе вĕрентме те хатĕр», - терĕ мал ĕмĕтлĕ ăста.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика