Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхпе хÿтлĕхе туйса пурăнать

23 ноября 2020 г.

Пирĕн районта сакăрвунă теçетке урлă каçнă ватăсем сахал мар. Вĕсем пурте вăрçă ачисем. Ун чух никамăн та пурнăçĕ çăмăл пулман, çапах та йывăр вăхăтра туптаннă вăй-халĕ, чун çирĕплĕхĕ вĕсене паянхи ырă пурнăçпа утма пулăшаççĕ.

Чăнкасси ялĕнче пурăнакан Нина Ивановна ВОТЯКОВА нумаях пулмасть 80 çул тултарчĕ. Сумлă уяв кунĕнче вăл çывăх тăванĕсен саламĕсемпе чунне ăшăтрĕ.

Çак уçă кăмăллă хĕрарăмăн ачалăхĕ те ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вĕсен çемйи вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи пурнăç йывăрлăхĕнчен пăрăнса юлайман. «Аттене курман çав эпĕ. Вăл фронта тухса кайнă чухне сакăр уйăхри ача пулнă. Таврăнайман мĕскĕн, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă», - тет вăл ашшĕне шеллесе. Тĕрлемесре бухгалтера вĕреннĕ специалист хăйĕн ĕçне кÿлĕнеймен. Кил-çурта тытса пырасси, хуçалăхри ĕç-пуç ун çине те тиеннĕ.

Нина Ивановна çултатлăк çурă райпора бухгалтерта унтан «Кугеевский» совхозра пĕрремĕш бригадăн бригадирĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ.

Юлашки вăхăтра вăл 4 ачин, çичĕ мăнукĕн тата виçĕ кĕçĕн мăнукĕн тимлĕхне, хÿтлĕхне туйса тулли пурнăçпа пурăнать. «Халĕ хама лайăхах туятăп, ырă-сывах. Пурăнасчĕха, ачасене кăшт та пулин пулăшасчĕ. Килте хам тĕллĕнех пурăнатăп, çапах та пĕччен мар эпĕ. Ялта тĕпленнĕ ывăлăн çемйи пулăшсах тăрать. Оля хĕр патне хулана хĕллесенче каятăп, тунсăхласан каялла çаврăнса çитетĕп. Çав вăхăтра та кил-çурта ывăлсем пăхса тăраççĕ. Ытти ачасем те, мăнуксем те килсе çÿреççĕ. Вĕсем маттур пулнăшăн савăнатăп», - кăмăлпа пĕлтерчĕ кинемей.

Н. СЕМЕНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика