Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврари тирпейлĕхшĕн тăрăшса

23 ноября 2020 г.

«Экологи» наци проекчĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 12 нацпректăн йышне кĕрет. Унăн тĕллевĕ-Раççейри экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси тата çĕршывра пурăнма хăтлă майсем туса парасси. Наци проекчĕ шутне 11 федераллă программа кĕрет. Ĕç пилĕк енпе пырать: каяшсем, шыв, сывлăш, çутçанталăк, çĕнĕ технологисем.

Октябрьски ял хутлăхĕнче хытă каяшсене типтерлемелли контейнерсем валли 34 площадка туса хатĕрленĕ. Ку ĕç-пуçа халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр пурнăçа кĕртнĕччĕ.

Нумаях пулмасть ял тăрăхĕн харпăрлăхне тÿлевсĕр майпа 34 çÿп-çап пухмалли контейнер килсе çитрĕ. Çĕнĕ контейнерсене хатĕр площадкăсене 2021 çулхи ака уйăхĕнче вырнаçтарса лартма йышăннă. Палăртса хăварар, паянхи куна хутлăхра «МВК «Экоцентр» тулли мар яваплă обществăн контейнерĕсемпе усă кураççĕ. Коммуналлă каяшсене ялсенчен эрнере икĕ хутчен турттарса каяççĕ.

Л. ДАЛЫЗИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика