Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх сăнÿкерчĕкшĕн сасăла

12 октября 2020 г.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн фотоконкурсне икĕ пин çурă ытла ĕç ярса панă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн çĕршывра пурăнакан кашни çын вĕсенчен чи лайăххине суйласа илсе сасăлама пултарать. Халăх сасăлавĕ www.strana2020.ru сайтра тата социаллă тытăмсенче пуçланнă.

«Объективра - çĕршыв» фотоконкурс çĕртме 30-мĕшĕнче пуçланнă. Унăн тĕллевĕ – авторсен ĕçĕсенче хамăрăн çĕршыва уççăн, илĕртÿллĕн, кăмăл-туйăмлăн кăтартасси. Конкурса 71 регионта пурăнакан хутшăннă.

Ĕçсене виçĕ номинацире хаклаççĕ: «ВиПиНа çĕршыва кăтарт», «Йăла-йĕркене упратпăр», «Çемье альбомĕ».

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче ĕçсене йышăнма пăрахнă. 2289 ÿкерчĕке хаклава йышăннă. «ВиПиНа çĕршыва кăтарт» номинацие чи нумай ĕç пынă – 1278 сăнÿкерчĕк. Унран кăшт сахалрах «Йăла-йĕркене упратпăр» номинацие – 918, «Çемье альбомĕ» номинацие 457 ĕç ярса панă.

Чи нумай сăнÿкерчĕк ярса панă регионсем: Омск облаçĕ - 279, Белгород облаçĕ - 202, Саха Якути Республики - 112, Ульяновск облаçĕ - 110, Брянск облаçĕ - 107. Чăваш Республикинчен 28 сăнÿкерчĕк янă.

Конкурс призерĕсене икĕ тапхăрпа палăртаççĕ: çырав сайтĕнче халăх сасăлавĕ тăрăх тата жюри членĕсем суйласа илеççĕ. Сасăлав Юпа уйăхен 7-мĕшĕччен пырать.

Кашни номинацире виçшер преми палăртнă: 25 пин, 15 пин тата 10 пин. Жюри тата фотоконкурсăн гран-прине – 50 пин тенкĕ – парать. Конкурса хутшăнакан ĕçсемпе Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн сайтĕнче htts.//www.strana2020.ru/contest/photo/works/ паллашма тата «килĕшет» («лайк») паллă лартма пулать.

 

Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика