Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне кĕчĕ

28 сентября 2020 г.

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне кĕнĕ ятпа чаплă церемони иртрĕ.

Унта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Машковцев, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регламент ĕç-хĕлне йĕркелес енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, пĕтĕм Раççейри «ЕДИНАЯ РОССИЯ» политика партийĕн регионсен хушшинчи координаци Канашĕн ертÿçи Вячеслав Тимченко, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинчи «Справедливая Россия» фракцин ертÿçи Сергей Миронов, пĕтĕм Раççейри «Родина» партин ертÿçи Алексей Журавлев, Анатолий Аксаков, Алена Аршинова, Николай Малов, Игорь Моляков, Леонид Черкесов Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Вадим Николаев, промышленноçпа суту министрĕн çумĕ Алексей Беспрозванных, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен представителĕсем, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова тата унăн депутачĕсем, Чăваш Респуб-лики федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин патшалăх тата территори органĕ-сен ертÿçисем, муниципаллă районсемпе хула окпугĕсен администрацйĕсен ертÿçисем, республикăри организацисемпе учрежденисен ертÿçисем, тĕн деятелĕсем тата обществă деятелĕсем хутшăннă.

Пуçтарăннисем умĕнче Олег Николаев чăвашла тата вырăсла тăван халăха, Раççей Федерацин Конституцине, Чăваш Республикин Конституцине шанчăклă пулма присяга пачĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне кĕресси çинчен калакан Указа алă пусрĕ. Церемони хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев журналистсемпе тĕл пулса калаçрĕ. «Маншăн, çакăн пек пысăк тимлĕхе хăнăхман çыншăн, питĕ хумхануллă самант пулчĕ. Çав тери нумай тума тивет пирки те хумхануллă. Анчах та ку пайра та çирĕплĕх пур, мĕншĕн тесен пысăк ĕç турăмăр, ĕç-хĕлĕн планне палăртнă, правительство членĕсене суйласа илнĕ, вĕсенчен кашниех мĕн тумаллине, мĕнле тата хăçан тумаллине ăнланаççĕ. Паян палăртса хунă плансене эпир пурнăçа кĕртĕпĕр», - пĕтĕмлетрĕ Республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Пресс-служби.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика