Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕпĕр язвинчен асăрханăр

03 августа 2020 г.

Нумаях пулмасть Россельхознадзор специалисчĕсем республикăри выльăх масарĕсем мĕнле лару-тăрура пулнине тĕрĕслерĕç. Тÿрех палăртар, ветеринарипе санитари правилисем ыйтнипе килĕшсе тăраççĕ вĕсем. Мур шăтăкĕсене юлашки 5-6 çулта йĕркене кĕртсе çитерме уйрăмах тăрăшнине палăртмалла.

Çапах çав масарсенче çынсем пулнин паллисене асăрхама пулать. Иртенçÿрене кăсăклă ĕнте. «Сибироязвенная» тесе çырни те хăратмасть-ши.

Паянхи куна илес пулсан республикăра – 53 выльăх масарĕ, Элĕк районĕнче – 2, Патăрьел районĕнче – 7, Шупашкар районĕнче – 2, Канаш районĕнче – 4, Комсомольски районĕнче – 1, Хĕрлĕ Чутай районĕнче – 3, Муркаш районĕнче – 1, Шупашкар хулинче -1, Етĕрне районĕнче – 27, Елчĕк районĕнче – 3, Тăвай районĕнче – 2. Вĕсене пурне те шута тăратнă, кашнин тĕлĕшпе ветеринарипе санитари карточки уçнă.

Палăртар, Республикăри çĕпĕр язвипе аптăранă тĕслĕхсем вун-вун çул тĕл пулман. Кунта çулсерен выльăха вакцинаци туни те ырă витĕм кÿрет. Ку енпе тимлĕх çухатмаççĕ темелле.

Çапах выльăх шăм-шакĕ çĕрсен те инфекци пĕтмест, çĕрте нумай çул упранма пултарнипе хăрушлăх тухса тăрать. Асăрханулăха çухатсан чире вăй илме парасси куç кĕрет.

Çĕпĕр язви çыншăн та хăрушă чир шутланать. Вăхăтра сипленмесен çак амак шала кĕрсе каять, организăма палăрмаллах хавшатать Кĕлеткипех çăпансем тапса тухни кашнине сисчĕвлентермелле. Сипленмесен сепсис пуçланать, юн сиенленет. Кун хыççăн нерв тытăмĕ шар курать. Вăл вирус çаклатнă чĕрчунтан куçать, пуснă, тирне сÿнĕ, ашне вакланă, виллине пуçтарнă тата тĕп тунă, упранă, пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарнă, тирпейленĕ чухне.

Мур вырăнĕсенче çĕре куçарассипе, унтан шыв илессипе çыхăннă ĕçсене – (сăмахран строительство, шырав, гидромелиораци) пуçарма, сад-пахча тума юрамасть. Тĕрĕссипе, чирлĕ выльăха пытарнă вырăна пырса кĕмелли маррине ял çынни пĕлмест мар.

Чир питĕ хăвăрт сарăлнине кура сыхă пулмалли пирки тепĕр хут аса илтерни ытлашши пулас çук. Мур вырăнĕсен территорийĕсенче кĕтÿ çÿретме, утă çулма, унтан çĕр илме юрамасть. Ăнсăртран выльăх чирлесен ветспециалистсене пĕлтермелле.

 

Н. ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика