Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх сыхлав министрĕпе тĕл пулчĕç

03 августа 2020 г.

Кĕçнерникун Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаевпа тата медицина ĕçченĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи Комплекслă программине, çав шутра сывлăх сыхлав сферине те сÿтсе яврĕç тĕлпулу вăхăтĕнче. Ведомство ертÿçи çулталăк пуçланнăранпа сывлăх сыхлавĕ сферинче туса ирттернĕ аталану ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл чĕрепе юн тымарĕсен çĕнĕ центрне, туберкулез чирĕпе чирлисене сыватмалли диспансера, инфекци корпусне, Республикăри ача-пăча клиника больницин эндокринологи, кардиологи, онкологи, гематологи уйрăмĕсене çĕнетмелли плансем çинчен каласа пачĕ. Çĕнĕ объектсене пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ памалли хальхи пысăк технологиллĕ лабораторипе диагностика оборудованийĕпе тивĕçтереççĕ.

Сывлăх сыхлав министрĕ кăçал çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешме сахал мар вăй хунине палăртрĕ. Республика хăрушă чире сарăлма парас мар йĕркен иккĕмĕш тапхăрне тухма пултарчĕ. Анчах кĕркуннехи тапхăрта вирус сарăлассин хăрушлăхĕ тепĕр хут систерме пултарнине манмалла мар, чир-чĕртен сыхланмалли препаратсене çителĕклĕ хатĕрлемелле тесе çирĕплетрĕ вăл. Кун çинчен нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та асăрхаттарса каларĕ.

Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн ертÿçи санаторипе курортсен реабилитаци тытăмне аталантармалли ыйтăва та хус-катнă. Климат условийĕсем, минерал шывĕсем, пурлăхпа техника бази, сиплев пылчăкĕсем – çак ĕçе аталантарма май параççĕ терĕ министр.

Тĕлпулу вĕçленнĕ май Владимир Геннадьевич медицина ĕçченĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, вĕсене хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕшĕн тав турĕ.

В. ТРИФОНОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика