Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш тапхăра куçатпăр

03 августа 2020 г.

Çакăн çинчен калакан хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев алă пуснă.

Иккĕмĕш тапхăрта суту-илÿ лаптăкĕ 800 тăваткал метр таран йышăнакан апат-çимĕç сутман магазинсем тата лицензи тытса тăракан автошкулсем уçăлĕç. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин спорт ушкăнĕсен членĕсен тренировкăсем ирттермелли пÿлĕмĕсем (4 тăваткал метр çинче пĕр вăхăтрах пулма пултаракан 1 çын шутлансан) ĕçлеме пуçлаççĕ.

Çавăн пекех указпа коронавирус инфекцине, юн çаврăнăшĕн тытăмне, эндокрин тытăмне тата сывлав органĕсене реабилитацилесипе пулăшу парас енĕпе ĕçлекен санаторипе курорт организацийĕсене уçма палăртнă. Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленине санаторипе курорт учрежденийĕсен ĕçне йĕркелес енĕпе сĕнÿсем хатĕрлеме хушнă. Организацисен ертÿçисемпе уйрăм предпринимательсем хăйсен ĕç лаптăкĕсене яваплăхне туйса, вăхăтра дезинфекцилеççĕ пулсан, маска режимне пур ĕçчен те пăхăнаççĕ, çавăн пекех клиентсене йышăнассине йĕркене пăсмасăр, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курассине тивĕçтерсе йĕркелеççĕ пулсан кăна уçăлĕç асăннă лаптăксем .

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕ çынсене маска йĕркине тата дистанцине пăхăнса пымаллине тепĕр хут аса илтерет. Çавăн пекех çынсем нумайăн пухăнакан мероприятисене хальлĕхе ирттерме юраманни çинчен те çирĕплетсе калать.

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика