Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çыннăн ĕçĕ курăмлă

03 августа 2020 г.

«Çĕр çинче ĕçлекен çынна тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса хавхалантармалла. Техника паркне анлăлатма май пултăр тесе хамăр çĕршывра тата таможня пĕрлĕхĕнче туса кăларакан техникăна туяннă тăкакăн 40 процентне каялла (субсидии шучĕпе) тавăрса памалла»,- тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Уйсен кунĕ» иртнĕ вăхăтра.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хыпарланă тăрăх, республикăри ялхуçалăх организацийĕсемпе вак тата вăтам бизнес представителĕсем патшалăх пулăшĕвĕпе усă курса хăватлă техника туянассипе курăмлă ĕçлеççĕ. Регион ертÿçи сĕнĕвĕпе ку пулăшу анлăшĕ тата ытларах пулĕ.

Михаил Тагеев ăста фермер пирĕн районта ыттисенчен малтан вырма ĕçĕсене пикенчĕ. Пĕлтĕр вăл техника паркне икĕ комбайн туянса çĕнетрĕ. Хальхи йышши хăватлă техникăна хресченпе фермер ертÿçи шăпах патшалăх пулăшĕвĕпе усă курса туянма пултарнă. Михаил Леонидович пĕлтернĕ тăрăх, пĕр комбайне кредит майĕпе, теприне лизингпа илнĕ.

Пĕлтĕрхи вырмара опыт илнĕ механизаторсем хăйсене шанса панă «тимĕр карапсене» тимлĕхре тытса тăраççĕ. Вырма вăхăтĕнче вĕсем ванмасăр ĕçлеччĕр тесе, ятарлă хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса тăраççĕ Тагеев М.Л. хуçалăхĕнче тăрăшакан комбайнерсем. «Çуллахи кун хĕл хырăмне тăрантать» тенине манмасăр хуçалăхра ĕçлекенсем кашни тырă пĕрчине пÿлмесене кĕртесшĕн яваплăхпа ĕçлеççĕ.

Пурĕ хуçалăхра 1650 гектар вырмалли лаптăк шутланса тăрать. Паянхи куна хуçалăхри икĕ комбайн 100 гектар лаптăк çинче кĕрхи культурăсене çапнă, çурхисене – 250 гектара яхăн.

«Ĕçчен те ăста ертÿçĕ уйĕсенче комбайн-машина сасси кĕрлесе тăрать, апла пулсан кĕрекесем тухăçлă тырпулпа туласси шанăç пур»,- пĕлтерчĕ Сĕнтĕрвăрри район администраци ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаев, вырма ĕçĕсемпе паллашнă май.

О. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика