Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх çыравĕн талисманĕ - вĕçен кайăк

16 марта 2020 г.

Çитес цифрăллă çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ - хăвăртлăх тата çăмăллăх. Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн талисманĕн конкурсне хутшăнакансем уйрăмах çав енсене палăртса нумай ĕç тăратнă. Конкурсăн жюри членĕсем «ВиПиН» ятлă вĕçен кайăка суйласа илнĕ.

Конкурса çĕршывăн 74 регионĕнчен 900 яхăн ĕç тăратнă. Вĕсенче - аист, ÿхĕ, вут кайăк, упа, лашасем тата ытти сăнарсем. Анчах çĕнтерÿçĕ пĕрре – «ЦыпаВиПиН» вĕçен кайăк. Унăн авторĕ – Самарти ov-maxim архитектор тата иллюстратор. Конкурса хаклакансем шăпах унăн ĕçне çырав талисманĕн чи лайăх варианчĕ тесе палăртнă. Ăна 60 пин тенкĕ парне кĕтет.

«Конкурса тăратнă ĕçсенчен ытларах пайĕнче вĕçен кайăк сăнарĕсемпе усă курнине палăртрăмăр эпир: тăмана, кăвакарчăн, çерçи, вут кайăк та пур. Вĕçен кайăк - çăмăллăх, хăвăртлăх тата малашлăх символĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрекен ВиПиН кайăк халăх çыравĕн çĕнĕ енĕсене тĕрĕс çутатать тесе шутлатпăр», - палăртнă жюри председателĕ, Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов.

А. ДОЛГОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика