Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç условийĕсемпе кăсăкланаççĕ

10 февраля 2020 г.

2019 çулта Раççейре 1,1 млн. хваттер е 80,3 млн. тăваткал метр пурăнмалли çурт (сад ĕрчетме уйăрса панă çĕрсем çинче тунисене шута илсе) хута янă. Раççейре тата мĕн чухлĕ кивĕ е çĕрĕшнĕ çурт? Миçе çын хăтлăхсăр пурăнать? Çак ыйтусем çине хурав шыраççĕ те 2020 çулхи халăх çыравĕн вăхăтĕнче.

Пурăнмалли условисене тĕрĕс пĕлни чухăнсен шутне палăртма тата унашкаллисен йышне чакармалли майсем тума пулăшать. Çавăнпа пурăнмалли çуртсене миçемĕш çулта туни, вĕсен калăпăшĕ тата хăтлăх тĕсĕсем çитес Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн программине кĕреççĕ. Пурăнмалли пÿлĕмсен хăтлăхĕ пирки 2002 çулхи çырав вăхăтĕнче пĕрремĕш хут ыйтнă. 2010 çулхи анкетăсенче хушма ыйтусем кĕртсе ун пирки тĕплĕнрех пĕлнĕ. «П» (пÿлĕм) бланкри ыйтусем унтанпа улшăнман. «Çурт тунă вăхăт» блокра кăна «2010 çул хыççăн» текен пай хутшăннă. Ку бланкри кăтартусем çуртсене тĕпрен юсас тĕлĕшпе федераллă тата регионсенчи патшалăх программисене туса хатĕрлес ĕçре паха информаци пулса тăраççĕ.

 

ЧĂВАШСТАТ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика